04 июня 2014 г.
Çанталăкĕ çумăрпа савăнтармарĕ пулсан та нумай çул ỹсекен курăксем çурхи нỹрпе аванах вăй илсе юлчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăхсене валли хĕл каçма ешĕл апат хатĕрлессипе вăй хума пуçларĕç: "Хастар" хуçалăх _ 30 га, "Родина" _ 26, "Булинская" _ 20, Халитов фермер 30 га çулнă.Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе пурĕ 148 га.
"Красное знамя" хуçалăхра сенаж хума пикеннĕ.
Пĕрчĕллĕ культурăсене тĕрлĕ чир-чĕртен тата хурт-кăпшанкăран 6523 гектар тата çум курăкран хỹтĕлесе 10925 гектар хими препарачĕ сапнă. Çавăн пекех "Исток" агрофирмăра сахăр кăшманĕнче те мăян-пиçен саркаланса ỹсеймĕ _ сухан-çевок уйĕсене те гербицидпа пĕрĕхтернĕ.
Çĕр çинче нỹр кирлĕ шайран пĕчĕкреххипе ял хуçалăх предприятийĕсем хирсене шăварма пикенчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)