АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçын ĕçет _ пỹрт кĕтесси çунать…

04 июня 2014 г.

Районта ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин "Эпир çемьери урă йăла-йĕркешĕн" проектне реализацилесе республикăри хĕрарăмсен канашĕн форумĕ иртрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи П. Никифоров, республикăри хĕр арăмсен канашĕн председателĕ О. Зайцева, "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" общество организацийĕн Попечитель канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ Л. Игнатьева, Республикăри ашшĕсен канашĕн ертỹçи В. Викторов, асăннă министерствăн штатра тăман тĕп наркологĕ И. Булыгина, ял тăрăх пуçлăхĕсем, нарколог тухтăрсем, психологсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Ялсенче, хуласенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем нумайланса пыраççĕ. Юлашки çулсенче ар çынсем кăна мар, этемлĕхĕн черчен пайĕ те черккепе ытларах туслашма тытăнчĕ. Ăçта эрех-сăра _ унта куççуль, харкашу, çемье ăшшине туйман ачасем, малашлăхсăр пурнăç... Чан çапма вăхăт çитнипе республикăри хĕрарăмсен канашĕ çак темăна хускатнă та. О. Зайцева проектăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çитĕнекен ăру сывлăхлă, тĕреклĕ ỹстĕр, республика чечеклентĕр тесен усал чире хирĕç пурин те кар тăрса кĕрешмеллине палăртрĕ.

_ Форум пĕр çынна, çемьене кăна эрех-сăра серепинчен çăлтăр. Ку пирĕншĕн çитĕнỹ пулать, _ терĕ Л. Игнатьева сăмах илнĕ май. Унтан Лариса Юрьевна çемьере ачасене тĕрĕс воспитани парасси, хамăр йăла-йĕркене хисеплеме, хĕр ачасене пĕчĕклех çемье ăшшшине тытса пыма вĕрентесси пирки сăмах пуçарчĕ.

Мĕн вăл уяв? Çак ыйтăва пĕчĕк ачасене панă. Хуравĕ вара чăннипех те чуна пырса тивет. "Уяв _ сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç тата шампань эрехĕ", _ тенĕ чылайăшĕ. Çитĕнекен ăрăва хамăрах, пурнăç çулĕ çине тухнисем, эрехпе туслашма хăнăхтаратпăр вĕт. Çуралнă кун е Çĕнĕ çул _ апăршасем валли лавккаран ятарласа хитре кĕленчеллĕ лимонад кайса илетпĕр. Шĕвекĕ пылак пулсан та этикетки çине "Ача-пăча шампанĕ" тесе çырса хунă. Пирĕнтен ан юлччăр тетпĕр-ши? Ку шăпах вĕсене алкоголизм çулĕ çине тăма пулăшнине палăртрĕ И. Булыгина. Шкулсенчи сыв пуллашу каçĕсенче те сĕтел çине çамрăксемшĕн сиенлекен япалана лартмасан аванрах. Пĕрре ас тивсен малалла та тутанса пăхас килекен туйăм çуралма, çирĕпленсе çитеймен организм наркăмăшланма пултарать.

Эрехе пулах мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать! Урнă вăкăр "сĕтне" ĕçсе минренисем хушшинче хăйсем çине алă хуракансем те чылайăн. Çавăн пекех чĕре чирĕ те аталаннине пĕлтерчĕ тухтăр.

Район администрацийĕ вырăнти хĕрарăмсен канашĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов кăна нумай тĕслĕхсемпех çирĕплетсе пачĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Республикăра нумай пулмасть ашшĕсен канашне те йĕркеленĕ. Вăл та сывă пурнăç йĕркине тытса пырассшĕн тăрăшать. Арçынсем ют хуласене вăй хума çỹрени, килĕсене таврăнсан эрехпе иртĕнни, çемйисене нушалантарни _ хальхи вăхăтри проблема. В. Викторов шăпах çакăн пирки тухса клаçрĕ. Унăн сăмахне малалла районти ашшĕсен канашĕн председателĕ П. Перепелкин тăсрĕ. Вăл çывăх вăхăтра тума палăртнă мероприятисем пирки чарăнса тăчĕ.

Форумра П. Никифоров, Шăнкăртам ял тăрăхĕн общество канашĕн председателĕ Р. Купкенов тухса калаçрĕç. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи "Вăрман ен" ансамбль вара пухăннисене юрăсемпе савăнтарчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика