07 июня 2014 г.
Иртнĕ эрне кун Патăрьелĕнче "Вăрман касакан чи лайăх ăста _ 2014" республикăри конкурс иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ _ Экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерстви, Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви, "Мир инструментов" тулли мар яваплă общество, вăрман промышленность комплексĕн предприятийĕсем.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ вăрман профессийĕпе тăрăшакансен хисепне ỹстересси, малта пыракан опыта пропагандăласси тата унпа паллашасси. Хăйне евĕр тупăшăва Республикăри вăрман промышленность комплексне кĕрекен 11 предприяти тата Канашри вăрман хуçалăхĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Мероприятие Экономика министерствин пай пуçлăхĕ Р. Егоров уçрĕ, конкурсантсене ăнăçу сунчĕ. Электропăчăкăсемпе тата тĕрлĕрен инструменсемпе тупăшăва хутшăнакансене Çут çанталăк тата экологи министрĕн çумĕ А. Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăмăршă лесничествин директорĕ В. Глухов саламларĕç, хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартма ырă сунса ăшă сăмах каларĕç.
Йывăç касассипе йĕркеленĕ тупăшу икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕшĕ _ Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче, иккĕмĕшĕ вара пирĕн патăрта. Конкурса хутшăнакансене тĕрлĕ номинацисемпе хакларĕç.
Вăрман касакансене районти культурăпа кану центрĕнчи "Ăраскал" ушкăн хаваслă юрăсемпе хавхалантарса тăчĕ.
Сăмах май каласан, районта тĕрлĕрен конкурссем, смотрсем чылай иртеççĕ. Республика шайĕнче те, вырăнти шайра та... Вăрман йăвантарас ĕçре те вăр-вар та ăста пулмаллине кăтартакан тупăшу вара _ пĕрремĕш хут. Çавăнпа та ăна пăхса тăма та кăсăклă пулчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)