11 июня 2014 г.
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ çулсеренех "Ачасемшĕн, ачасен ячĕпе" республикăри марафона хастар хутшăнать. Иртнĕ çул та тĕрлĕрен ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсем ятарлă счет çине 300 пин тенкĕ ытла укçа куçарса панăччĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕнчен Патăрьелсем кăçал та айккинче тăрса юлман, фонда пĕлтĕрхинчен кая мар кĕмĕл ярса панă.
Пуçаруллă та кăтартуллă коллективсенчен уйрăмах "Булат", "Агрофирма "Исток" обществăсене, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн пуçлăхне палăртса хăвармалла. Ачасен çутă малашлăхĕшĕн çулсеренех алă тăсса паракансене тав сăмахĕ çеç каламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)