11 июня 2014 г.
Хĕвел пĕр хĕрхенмесĕр хăйĕн хĕрĕвне çĕр çине сапаланăран тăпра кĕлленсех ларчĕ. Вырăн-вырăнпа çуркаланса та пĕтнĕ. Шăкăрин шăтса тухнă сухан вăрлăхĕ вăй илейменрен алăпа кăшт лексенех йăванма пăхать.
Çумăр çуманран ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хуçалăхсем те акнă-лартнă культурăсене шăварма пикенчĕç. Хăшĕсем пичкепе йăрансем хушшипе сапса çỹреççĕ, теприсем тумламлă шăварупа усă кураççĕ, виççĕмĕшсем пĕрĕхтереççĕ. Шăрăх çанталăк манăçа тухнă меслетсене хăйех аса илтерет иккен. Акă ĕлĕкрех районĕпе кĕрлесе тăнă "Гвардеец" колхозра мелиораципе питĕ лайăх ĕçленĕ. Пахча çимĕç уйне шыв лексех тăратчĕ. Ытти тĕслĕхсем те пайтах. Анчах кайран çак меслет пăрахăçа тухрĕ. 2010 çулхи типĕ çу ырă йăласене тавăрма хистерĕ. Чи малтанах Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ çамрăк хунавсене хăтарса хăварас тесе пĕрремĕш утăмсем турĕ. Унтан ыттисем те хускалчĕç. Паян шăварупа ĕçлекенсене патшалăх та пулăшу парать. Мелиорцие аталантарма хуçалăхсем валли федераци бюджетĕнчен 64895 пин тенкĕ, республикăран 20250 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
"Корма" агрофирма та акнă-лартнă культурăсене ỹсме пĕрĕхтерсе сапма пикенчĕ. Вĕсем пĕлтĕр те çевок уйне шăварсах тăчĕç. Ĕçленине кура пĕр гектартан 180 центнер тухăç илнĕ. Маларахри çултинчен 20 центнер каярах _ анчах шăрăх çулшăн лайăх. Кăçал вара Пăла хĕрринчи çĕр улмине те типсе кайма памаççĕ. Ăна Комсомольскинчи мелиораци предприятийĕнчен арендăна илнĕ ятарлă агрегатпа шăвараççĕ. Йăран хушшинчи пластмасса пăрăх 300 метр тăсăлать. Вĕçĕнче вара пĕрĕхтерсе сапакан механизм. Вăл 180 градус таран çаврăнса "çумăр çутарать". Ана вĕçĕнчи пысăк барабан пăрăха майĕпен хăй патнелле туртнă май "йĕлтĕрсем" çинчи агрегат шуса пырать. Çапла майпа пур çĕре те нỹр тивет. Юнашарах юхан шыв иртни пысăк çăмăллăх.
_ Сапакан агрегатсене тупма тата ĕçлеттерме Саша ывăлăм тăрăшать. Ăна хирте В. Каштановпа А. Илюткин пулăшаççĕ. Кăçаллăха мелиораци патшалăх программине хутшăнмарăмăр, çитес çула валли палăртатпăр, _ тет хуçалăх ертỹçи И. Владимиров хирсене кăтартса çỹренĕ май.
Агрофирмăн хăйĕн 79 гектар çĕр. Арендăна илнисемпе 585е çитет: Татмăшра _ 165 гектар, Вăтаелĕнче _ 80, Кивĕ Ахпỹртре _ 135, "Юрма" агрохолдингăн _ 85. Пуринпе те туллин усă курма тăрăшать. Çăвĕпе тар тăкни харама ан кайтăр тесе вăрлăхсене çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал Белоруссинченех "иккĕмĕш çăкăрăн" "гала" сортне илсе килнĕ. Сухан вăрлăхĕ 9 гектар йышăнать. Ăна минераллă удобренипе хутăштарса акнă, шăтса тухсанах çум курăкран гебицид сапнă. Çапах алă вăйĕсĕр хальлĕхе мая килмест.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)