11 июня 2014 г.
2015 çулта Республика кунне ирттересси çинчен
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет пĕрлĕхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хавхалантарас, вĕсен инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. 2015 çулта Республика кунне уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисене хатĕрленсе ирттерессине Шупашкар хулинче, çавăн пекех Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене хăйсен территорийĕнче ирттермелли правăна çĕнсе илмелли Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Канаш районĕнче йĕркелес.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн: 2015 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле; Канаш районне ялсен общество инфратытăмне аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тỹлессине тивĕçтермелле.
3. Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене 2015 çулта йăлана кĕнĕ "Акатуй" уявĕсем, Республика кунне халалланă культмассăллă тата спорт мероприятийĕсем ирттерме сĕнес.
4. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)