11 июня 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шыва кĕмелли сезон пуçланчĕ. Хĕвел çинче хĕртĕнме юратакансем валли республикăра 15 пляж уçнă. Вĕсенче çăлавçăсене çирĕплетнĕ. Анчах ялсенчи кỹлĕсем, юхан шывсем хĕррине ятарлă çăлавçăсене тăратса хураймăн. Çавăнпа та хамăрăн асăрхануллă пулмалла. Шывăн турачĕ çук тенине яланах асра тытмалла.
Урамра шăрăх çанталăк тăрать. Çуллахи каникула кайнă ачасен вăхăт çителĕклех. Вĕсем шыва кĕме те, кирек ăçта кайса уçăлса çỹреме те пултараççĕ. Çавăнпа та аслисен ывăл-хĕрне, мăнукне асăрханулăх пирки аса илтерсех тăмалла. Ачасене хăйсем тĕллĕн çеç шыва кĕме ирĕк памалла мар. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 7 çын (çу уйăхĕнче кăна _ 6 çын) путса вилнĕ. Çав шутра 8 тата 12 çулти арçын ачасем.
Шыва кĕрес тесен вăл лайăх ăшăнасса кĕтмелле. 17-19 градусран сивĕрех пулмалла мар. Кĕлеткене чи малтан 3-5 минут ишсе хăнăхтармалла. Шывра шăниччен тăмалла мар. Пĕлмен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Ытла инçе ишсе кайни те синкерлĕ вĕçленме пултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)