11 июня 2014 г.
Вутпа шыва _ ик тĕрлĕ ырă, ик тĕрлĕ усал теççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкех ватăсем вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Кĕтмен инкек пысăк тăкакпа çеç мар, çухатупа, куççульпе те çыхăнма пултарать. Çавăнпа та пушара сỹнтерме мар, унтан асăрханма, сыхă пулма ансатрах. Унăн хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни çеç пăтăрмахсенчен çăлăнса хăварма пулăшĕ.
Шăпах çак темăна хускатрĕç те республикăри мăсăльман тĕнне тытса пыракан мечĕтсен представителĕсем тата çуллахи кану вăхăтĕнче ачасемпе тĕн йăли-йĕркине вĕрентессипе тимлекен воспитательсем. Республика шайĕнче йĕркеленĕ вĕрентỹ уйрăмах Патăрьел районĕнче иртни те ăнсăртран мар: тутар халăхĕн ытларах пайĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Раççейĕпе те хăйĕн пысăк йышĕпе палăрнă çак ялта çеç паян вун ултă мечĕт ĕçлет. Районĕпе вара _ 18 кĕлĕ çурчĕ. Христос тĕнне тытса пыракансен тата вун пĕр чиркỹ пур. Унсăр пуçне юлашки çулсенче часавайсем те уçăлса пыраççĕ.
Кĕлĕ çурчĕсем, вырсарни шкулĕсем _ çын йышлă пухăнакан вырăнсем. Сăмахран, Шăнкăртамри Тĕп Соборта харăсах пин ытла çын кĕлле хутшăнма пултарать. Çавăнпа кун пек çĕрте вутпа çыхăннă инкек йăтăнса ансан ăна çухалса каймасăр парăнтарма сыхă пулмаллах. Пушар сỹнтеркĕçĕсем, пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсем алă айĕнчех пулни _ ун пек чухне пысăк çăлăнăç. Ятарлă службăна "01" е "112" номерсемпе çийĕнчех шăнкăрав çитерни те инкеке вăхăтра парăнтарма май парать. Ку тĕлĕшпе пирĕн районти пушар ча-çĕн, вĕрентỹ иртекен Шăнкăртам ял тăрăхĕн те бази чухăнах мар.
Мероприятие килнисем шăпах "хĕрлĕ автана" парăнтаракан хăватлă техникăпа паллашрĕç. Республикăри имамсемпе мероприятине хутшăннă хăнасене Ферид Чабатов хресчен-фермер ятарлă техникăпа вун икĕ тонна шыв саппасне тытса тăма пултарни те тĕлĕнтерчĕ. Шăнкăртам администраци пуçлăхĕ М. Айзатуллов пĕлтернĕ тăрăх, ырă тĕслĕх кăтартăвĕпе хальхи вăхăтра ялти тепĕр усламçă та харпăр хăй хуçалăхĕнчех "01" служба никĕсне пуянлатма хатĕрленет.
Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕпе Республикăри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин килĕшĕ-вĕпе çын йышлă пулакан кĕлĕ çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пурăнас тĕллевпе йĕркеленĕ вĕрентĕве район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, паллах Патăрьел районĕсенчи имамсем хутшăнчĕç. Асăннă мероприяти пĕлтерĕшне Раççей МЧСĕн ЧР Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров тата ытларах çивĕчлетрĕ. Вăл 2008-2013 çулсенче Раççей территоринчи мечĕтсенче пурĕ 50 пушар пулнине пĕлтерчĕ. Республикăра çак тапхăрта пушар надзорĕн сотрудникĕсем çакнашкал пăшăрхантаракан тĕслĕхе шута илмен пулин те лару-тăру никамшăн та лăпланса лармалли тĕслĕх пулмалла мар. Кун пирки хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович та чарăнса тăчĕ. Темиçе çул каялла Шăнкăртамрах йывăç мечĕт çун-са кĕлленни пуриншĕн те пысăк урок пулмалла.
Тĕн представителĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев, отряд начальникĕ А. Силюков, район прокурорĕ Ю. Фуражников тухса калаçрĕç, мăсăльман прихучĕсен ертỹçисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)