АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытăпа пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар

11 июня 2014 г.

Йытта тĕсне кура ят параççĕ, теççĕ. Патăрьелĕнчи "Россельхозбанк" офисĕн управляющийĕ Р. Селиванов çулталăк çурă каялла туяннă сунар йыттине "Дик" теме тытăннă. Шурăпа хăмăрлă чăпар лайкăна кĕске ят ытларах килĕшет тесе шутлать вăл. Маларах вара вăл сунара овчаркăпа çỹренĕ.

_ Çывăх туссен "чирĕ" мана сакăр çул каялла ерчĕ. Сунарçăсен районти обществине кĕнĕ хыççăн вара чăнах та йытă чĕлхине тĕпчеме, унпа калаçма, ăна ĕçлеттерме хăнăхса пытăм. Тăватă ураллă тусăмпа пĕр-пĕрне ăнланма тỹрех çăмăлах пулмарĕ. Ку тĕлĕшпе йытта самай хăнăхтарма тиврĕ... _ каласа парать Рудольф Васильевич хăйĕн чун киленĕçĕ пирки.

Тăрăшни, тар тăкни вара харама кайман. Çак кунсенче тĕп хуламăрта йĕркеленĕ сунарçă йыттисен куравĕнче лайка кĕçĕн çулхи йытăсем хушшинче "Росохоторыболовсоюзăн" пĕчĕк кĕмĕл медальне тата пысăк кĕмĕл жетонне çĕнсе илме пултарнă. Ку вăл, паллах, унăн хуçин тăрăшăвĕ те. Дик хир сыснине, пурăша, упана хирĕç тăма ăста пултарнă. Курава хамăр республикăсăр пуçне Тутарстантан, Мари-Элтан, Чĕмпĕртен çĕр ытла сунар йытти хутшăннă. Сакăр тĕрлĕ рингра хăйсен пултарулăхне кăтартнă йытăсемпе унăн хуçисем.

Сăмах май каласан, ку чухне чăн-чăн сунарçăсен йышĕ районта нумаях та мар. Виçĕ-тăватă çул каялла ятарлă обществăра тăракансем 300 çынна яхăнах пулнă-мĕн, 1980 çултанпа районти сунарçăсемпе пулăçăсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Е. Алешев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра ятарлă удостоверениллĕ сунарçăсем хĕрĕхе яхăн. Республикăра сунар йыттисен куравне çулсеренех йĕркелеççĕ. Темиçе çул каялла çакнашкал тупăшăва В. Андреев егерь хутшăнса начар мар кăтартупа таврăннă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика