11 июня 2014 г.
Эпир çиекен апат-çимĕçрен çурри ытларахăшĕ - ютран кỹрсе килни.
Хамăра хамăр тăрантарма тата тумлантарма пултаратпăр-çке эпир. Кунта ỹсмен улма-çырлана сахалтарах турттарма та пире никам чармасть.
Хальхи вăхăтра ютран тĕш тырă 20 процент кỹреççĕ, сĕт _ 40 процент, улма-çырла - 50 процент, аш-какай - 30 процент. Пулă тытассипе эпир хамăра тĕппипех тивĕçтеретпĕр, анчах ăна хамăрăн сентресем патне çитерейместпĕр, çавăнпа 25 процент таран кỹрсе килетпĕр. Çапах та лару-тăру майĕпен улшăнма пуçларĕ. Доллар хакĕ ỹссех пынипе ютсен апат-çимĕçне нумайăшĕ туянмасть. Унсăр пуçне Хĕвел анăç Европăпа Америка çĕр-шывĕсем пире санкцисемпе хăратаççĕ. Апла ирĕксĕрех хамăра мĕнле тăрантармалли çинчен шухăшламалла. Раççей ял хуçалăх министрĕн шухăшĕпе эпир çакна тума пултаратпăр.
_ Паянхи куна Раççей çыннин потребитель карçинккинче 80 процент таран хамăр çĕр-шыври аш-какайпа сĕт-çу çимĕçĕ. Ют çĕр-шывсен тỹпине тивекен пай çулсерен чакса пырать, _ палăртать Николай Федоров.
Чăх-чĕп пăхакансем çитес вăхăтра пире чăх ашĕпе туллин тивĕçтерессе шантараççĕ. Кăçалах сысна туса илесси ỹсет. Ĕне выльăх ашĕпе вара йывăртарах. Анчах тăрăшсан йывăрлăхран тухма пулать.
_ Патшалăх тĕплĕ шухăшласа укçа хывсан пилĕк çул хушшинче эпир çĕр-шыва хамăр апат-çимĕçпе тивĕçтерме пултаратпăр, _ тет Хресчен хуçалăхсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Вячеслав Телегин.
_ Юлашки вăхăтра çемье фермисем ĕне выльăх ашĕ туса илессине ỹстерсе пыраççĕ. Апла вĕсене ытларах пулăшмалла.
_ Совет влаçĕ вăхăтĕнче кашни çын пуçне 1 л таран сĕт тивнĕ. Халĕ мĕн кансĕрлет? Теори тĕлĕшĕнчен пăхсан сĕт суса илессипе эпир тĕнчере чи малти пулмалла, _ пĕлтерет сĕт туса илекенсен пĕрлĕхĕн председателĕ Андрей Даниленко. _ Хальлĕхе вара эпир 7-мĕш вырăн йышăнатпăр, чи пысăк импортер шутланатпăр. Лару-тăрăва лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.
Чăн та, хамăра хамăр тивĕçтерме, ют çĕр-шыв конкуренчĕсене тĕксе хăварма пирĕн пурте пур темелле. Ял хуçалăхĕ енне çурăмпа кăна тăмалла мар: ĕçлекене дотаци, кредит парса пулăшмалла, хресчен сумне çĕклемелле. Тен, çаксене тума пире кризис пулăшĕ?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)