11 июня 2014 г.
Иртнĕ эрнере Раççейпе Китай 400 млрд долларлăх газ контрактне алă пусрĕç. Сăмах виçĕ теçетке çула тăсăлакан, çулсерен 38 млрд кубометр газпа тивĕçтерме палăртакан контракт çинчен пырать.
Килĕшỹ тăрăх _ Китайсем Раççей газне 4-6 çултан илсе тăма пуçлĕç. Унччен вара газ пăрăхĕсем тăсмалла. В. Путин сăмахĕсем тăрăх _ çитес тăватă çулта тĕнчери чи пысăк стройка пулмалла ку.
Юлашки çулсенче Раççейпе Китай хутшăнăвĕсем çирĕпленсех пыраççĕ. Шĕвĕ газ, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç, вăрман материалĕ, çырла эрехĕ _ пурте кирлĕ вĕсене. Пирĕн çĕр-шыв пуринпе те тивĕçтерме пултарать. Борис Титов бизнесмен Чита облаçĕнчи вăрман типсе пынă май пахалăхне çухатса пынине пĕлтерет. Тирпейлесе сутсан вара икĕ енĕшĕн те усăллă пулĕ. Крымра çырла эрехĕ тăвакан предприяти нумай.1985 çултанпа виноград плантацийĕсен лаптăкĕ сахалланса пынă, хальхи вăхăтра 30 пин гектар юлнă. Бизнесмен шухăшĕпе - виноград отрасльне малалла аталантарма çĕнĕ майсем уçăлаççĕ, кирлĕ пулсан унăн лаптăкне 70-80 гектара та çитерме пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)