18 июня 2014 г.
МЕДИЦИНА работникĕсем районта пысăк "çар" шутланса тăраççĕ _ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сиплев учрежденийĕсенче çĕре яхăн тухтăр, виççĕр ытла вăтам ĕçчен тăрăшать. Юлашки виçĕ çулта "Земский доктор" программăпа килĕшỹллĕн çеç вăтăр ытла çамрăк специалист яваплă ĕçе пикеннĕ.
Иртнĕ вырсарни кун медицина работникĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Сывлăх хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов ăшшăн саламланă, яваплă ĕçре хăйсен ăсталăхне ỹстерсех пыма ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)