18 июня 2014 г.
Раççей кунĕнче, июнĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Ен тĕп хулинче çĕр-шывра пĕрремĕш хут иртекен Пенсионерсен спартакиади вĕçленнĕ. Унта Раççейĕн 56 регионĕнчен килнĕ _ Амур облаçĕнчен пуçласа Карели таран, Крымпа Севастополе кĕртсе _ тивĕçлĕ канăва кайнă 500 çынна яхăн хутшăннă. Спортшăн чикĕ çуккине çирĕплетсе Белоруçри, Таджикистанри, Узбекистанри, Сербинчи пенсионерсем те старта тăнă.
Спартакиадăн иккĕмĕш кунĕ "Олимп" тĕп стадионта Чăваш Республикинчи сывлăха çирĕплетекен аэробикăн Федераци председателĕ О. Вербина мероприятие хутшăнакансене, хăнасене гимнастика тутарнинчен пуçланнă. Унтан çăмăл атлетсем ăмăртнă. Положенипе килĕшỹллĕн, икĕ хĕр арăмпа икĕ ар çын (команда) старта тăнă. Вĕсем 200 тата 400 метр чупнă. Çĕнтерỹçĕсене хăйсене уйрăмшарăн тата командăна палăртнă. Чулхулари С. Бойковпа Челябинскинчи А. Салихова финиша пĕрремĕш кĕнĕ. Командăсенчен чи маттурри Челябинск облаçĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ пулнă. Чулхула облаçĕнчен тата Санкт-Петербургран килнисем те призлă вырăнсене кĕнĕ.
Спартакиада программи чи интереслĕ ăмăртупа _ хутăш эстафетăпа _ вĕçленнĕ. Спортсменсен чупма, скакалкăпа, чăрмавсем урлă сикме, мечĕке баскетбол карçинккине пеме тата ыттине те тума тивнĕ. Тутарстанран килнĕ хăнасем пуринчен те йăрăрах пулни палăрнă: вĕсем чи нумай очко пухса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕшне _ Удмурти, виççĕмĕшне Чăваш Ен спортсменĕсем йышăннă.
Икĕ кунхи ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн командăсенчен пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине Кемеров облаçĕсем тăнă. Пермь тăрăхĕнчен килнисем _ "кĕмĕл", республикăн пĕрлештернĕ ушкăнĕ "пăхăр" призерсем пулса тăнă.
Ăмăрту церемонине хупнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, республикăри спорт министерствин ертỹçи С. Мельников, "Союз пенсионеров России" общество организацийĕн координаторĕ В. Клоницкий хутшăннă. Республика ертỹлĕхĕ тивĕçлĕ канăва кайнисене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, ăмăртăва килнĕшĕн тав тунă. М. Игнатьевпа В. Клоницкий çĕнтерỹçĕсемпе спартакиада призерĕсене кубоксем, медальсем, дипломсем, хаклă парнесем парса чысланă. Çавăн пекех Липецк облаçĕнчи 84-ри З. Романовскаяпа Тверь облаçĕнчи 86-ри А. Корнилов, сумлă çулĕсене кура, ятарлă призсене тивĕçнĕ.
Çитес çул Пенсионерсен спартакиадине татах ирттерме палăртнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)