18 июня 2014 г.
Республикăра яш-кĕрĕмĕн "Çамрăксен хули-2014" форумĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти 23 каччăпа хĕр _ шкулсенче вĕренекенсем, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн студенчĕсем, 35 çул тултарман ĕçлекен çамрăксем _ хутшăнчĕç.
Форум 2009 çултанпа пултаруллă çамрăксен ĕçĕсене, проекчĕсене палăртас тĕллевпе иртет. Мероприятинче 5 çулта 5 пине яхăн йĕкĕтпе пике тата хăнасем пулса курнă. Çавăн пекех Раççейĕн 15 регионĕнчи тата 11 çĕр-шыври (Польша, Бельги, Германи...) çамрăксем те килнĕ.
"Çамрăксен хули" кăçал тĕрлĕ районти, хулари 1200 ытла çамрăка пуçтарчĕ. Унăн территори-йĕнче 5 вĕрентỹ лаптăкĕ ĕçлерĕ: "Арт-тăваткал" (творчество пултарулăхне тата культурăн пĕтĕмĕшле пĕлĕвне аталантарасси); "Инфоюхăм" (журналист хăнăхăвĕсене илесси тата хутшăну ăсталăхне ỹстересси пирки лекцисем); "Ырăлăх технологийĕ" (волонтерлă тата социаллă ĕç-хĕл); "Эсĕ _ предприниматель" (предпринимательлĕх тата унăн Раççейри малашлăхĕ, аталанăвĕ пирки лекцисем); "Çĕнĕ чăнлăх" (çĕнĕ технологисем тата робототехника).
Форума уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăнчĕ. Церемони хыççăн Михаил Васильевичпа "Уçă диалог" иртрĕ. Унта республика пуласлăхĕ, çамрăксене паракан патшалăх пулăшăвĕсем, предпринимательлĕхе аталанма пулăшасси, экологине лайăхлатасси, ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртесси пирки калаçрĕç.
Патăрьел районĕн делегацийĕ Атăл хĕрринче 5 кунта вĕренме те, спорт ăмăртăвĕсене, кĕвĕ марафонĕсене хутшăнма та, канма та ĕлкĕрчĕ.
А. АНТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)