18 июня 2014 г.
Районти Акатуй умĕн Патăрьелсене Турă пысăк парне турĕ _ тахçантанпах тил-мĕрсе ыйтакан ăшă çумăра антарса пачĕ. Уйăх ытла хĕвел питтинче типсе кушăхнă çĕр-аннемĕр те пирĕнпе пĕрлех уççăн сывласа ячĕ. Акнă-лартнă ял хуçалăх культурисемпе тĕрлĕрен пахча-çимĕçшĕн нỹр имлĕ-симлĕ шĕвек вырăннех пулчĕ-тĕр. Тинех аптрамастпăр ĕнтĕ, кĕçех уй-хирте тулли пучахсем пуç тайĕç, çĕр улми начар мар тухăç парасса систерсе çеçке çурĕ, хирти курăксем йăшăлах çỹлелле туртăнĕç... Урăхла каласан, алран кайми аки-сухи савăнăçĕ _ умра. Çакна пĕрле пайлама пуçтарăнчĕç те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрлехи пысăк уява. Ырă йăлана кĕнĕ Акатуй кăçалхипе "Хĕвеллĕ" уçланкăра 63-мĕш хут кĕрлерĕ.
Юрлать, ташлать, ахăлтатать, сикет акатуй...
Уява ертсе пыракан çине-çинех анлă пыллăха пуçтарăннă ватти-вĕттине ăшă та кăмăллă сăмахсемпе саламлать.
_ Ĕçер-çиер, тăван, выляр-кулар
Акатуйра пĕрле, ай, савăнар!
_ ян! та ян! каять вăрман çийĕн уçă сас.
Уяв пуçланас умĕн тĕп сцена умĕнче ĕлĕкхи йăла-йĕркене малалла тăсса чăваш, вырăс, тутар, ирçе тумне тăхăннă матур каччăсемпе чипер пикесем вăйă карти йĕркелерĕç. Çаврăм хыççăн çаврăм çаврăнса, ухăнса юрлакансем пĕчĕк ушкăнсем çине пайланчĕç, чăваш-тутар ташшисене тапăртатса ташларĕç... Ун хыççăн куракансен тимлĕхĕ аслă сцена çине куçрĕ. Улăп паттăрпа çĕр-аннемĕр ака-суха хуçине мăнаçлă сасăпа чĕнсе каланă хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан туслă халăх пĕрлĕхне кăтартакан юрăпа ташă композицийĕсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса кăмăла уçрĕç.
Çапла кĕр! кĕрлесе пуçланчĕ патăрьелсемпе аякри-çывăхри, йыхрав янă е унсăрах ăна хапăл тунă хăнасемшĕн ака пуçĕпе çĕр мăшăрланнине палăртса ирттерекен аслă уяв.
Туй юрă-ташăпа çеç мар, хăна-вĕрлепе те илемлĕ. Çĕр-аннемĕре хисеп туса пуçтарăннă хаваслăха пĕрле пайлама Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ финанс министрĕ Светлана Енилина та уяв тăрăшшĕпех пирĕнпе пĕрле пулни те кăмăллă. Акатуйăн сумлă пайне район пуçлăхĕ Михаил Петров, администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров, республикăри "Чувашкредитпромбанк", "Россельхозбанк", "Сбербанк" "Чувашпотребсоюз" представителĕсем тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Юнашарах тулай чăвашĕсем _ Оренбург облаçĕнчен тата Красноярскран, Чĕмпĕр облаçĕпе Тутарстанран хисеп туса çитнĕ хастарсем _ пулни хамăрăн вырăнти артистсене тата ытларах вăй хушрĕç. Çавăнпах пулĕ, кашни юрра куракан тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Районти Акатуя йĕркелесе ирттерсе яма йĕркеленĕ комитет председателĕ Мансур Калмыков Культура çулталăкне халалланă уява уçнă хыççăн яланхи йăлапах ака-суха ĕçне хастар хутшăннă çĕр ĕçченĕсене, уйрăм паттăрсене, кăтартуллă хуçалăхсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, хăйсен ĕçне малалла тăсас ĕмĕтлĕ уйрăм çĕр хуçисене, фермерсене, патшалăх паракан миллион тенкĕрен кая мар сертификатсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç. Кунтах професси тĕлĕшпе тĕрлĕрен отрасльсенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă çирĕм пĕр уйрăм хастара "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи _ 2014" хĕрлĕ хăйăва çакса ячĕç.
Хаклă Патрьелсемпе ентешсене, туссемпе хисеплĕ хăнасене пысăк уяв ячĕпе саламласа ырă суннă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов район культура çулталăкне мĕнле ирттерсе пынипе паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе патăрьелсен пуçа усма сăлтавĕ çук. "Тарличчен ĕçлетпĕр _ тăраниччен çиетпĕр" терĕ Николай Иванович çирĕппĕн хамăр ĕçе хак парса. Сăмах çаврăнăшĕ ваттисен пулин те, кунта Патăрьелсем пирки "аванспа" калани çук темелле _ çакна чылай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, пирĕн тăрăхра наци проекчĕ пурнăçа кĕме пикеннĕренпе çемьесен 95 проценчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллатнă кредитсем илнĕ. Ку вăл республикăра та чи лайăх кăтарту. Çавăнпах пуль банкирсем те тĕп сцена çинчен чылай уйрăм çынна банк çăмăллăхĕпе усă курнăшăн парнесем те парса хавхалантарчĕç.
Ял хуçалăхĕнчи, строительствăри, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹри, социаллă аталанури ăнăçусем пирки те лайăххине илтме кăмăллă пулчĕ. Ăнăçу патне ăнтăлакан яланах çитĕнỹ тăвать. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта кăтартуллă ĕçлекен хуçалăхсем çук мар. Укçа-тенкĕ енĕпе ирĕклех мар тапхăрта та "Красное знамя", "Батыревское", "Исток", "Труд", "Малалла", "Звезда" хуçалăхсем (ертỹçисем _ П. Никифоров, П. Ялуков, А. Илюткин, Н. Михайлов, М. Петров, В. Кузнецов) тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ, çĕр ĕç культурине аталантарс ĕçре мĕн пур майсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та акатуй сцени çинче те асăннă хуçалăх ертỹçисемпе вĕсен уйрăм хастарĕсене ытларах куртăмăр. Çакă тепĕр хут вĕсен ырми-канми ĕçне, тăрăшулăхĕпе пултарулăхне, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине çирĕплетсе пачĕ.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хак парса Республика Пуçлăхĕ те пĕрре мар Юхмапа Пăла тăрăхне "пилотлисен" шутне кĕртнине калать. Кабинет ертỹçи Иван Моторин та пирĕн ĕçлĕ çул çỹревре Патăрьелсен ĕçне лайăх хак пачĕ. Уйрăммăн илсен вăл строительство ĕçĕсем питĕ тухăçлă пынине палăртрĕ. Çулсеренех районта 30,5 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута каять. Район центрĕнче хулари евĕр капăр çуртсем пĕрин хыççăн тепри ỹссе пыраççĕ. Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи плансемпе те паллаштарчĕ: 20 çамрăк çемьене, ялта ĕçлесе пурăнакан 16 гражданина, 17 тăлăх ачана, нумай ачаллă виçĕ çемьене, пĕр чернобылеца, 16 ветеранпа çемйине хваттерпе е çуртпа тивĕçтермелле.
Хамăр ентешĕмĕр С. Енилина та пысăк уяв ячĕпе саламланă май, çĕр ĕçченĕсен ырми-канми ĕçне, район аталанăвне пысăк хак пачĕ, малашне халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Сăмах май каласан, Светлана Алексанровна уява "ылтăн алăллисен" куравĕнчен пуçларĕ. Паллă ỹнерçĕн Мидхат Шакировпа Патăрьелĕнчи алă ăстин Светлана Кудрявцеван ĕçĕсене пăхса ытармалла мар. Пĕри çут çанталăк илемне сăрăсемпе пир çине йĕрленĕ, тепри _ тĕслĕ çипсемпе ỹкерчĕксене чĕрĕлĕх кĕртнĕ. "Пăхса ытармалла мар, куç тулли пуянлăх" _ çапла хак пачĕ министр пултаруллă ăстасен ĕçне.
Тĕп сцена çинчи юрă-ташă пынă вăхăтра та çумăр хыççăнхи сулхăнлатнă çанталăка пăхмасăрах уçланкăна халăх тулнăçем тулса пычĕ. Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн çерем çине сарăлса ларса чей ĕçни, тĕрлĕрен вăйăсенче ахăрса чупни-сикни, вĕрен туртса тупăшни, шăчă тăрăх пĕлĕтелле кармашни е михĕпе тỹпелешни, ача-пăча вĕрсе хăпартнă пысăк трамплинченсен сикни е тăм шăхлич сасси илтĕнни е тата ытти те уяв сĕмне нумай пуянлатрĕç. Кăçалхи акатуйра нихçанхинчех нумай (йышĕпе 20е яхăнахчĕ) ашак илсе килни уйрăмах шăпăрлансемшĕн хаваслăх. Пуçласа вара çакнашкал пĕчĕк лашана Туçа чăвашĕ Николай Бельдеков шăп та лăп вунă çул каялла капăрлатса тухнăччĕ.
Акатуйра ĕлĕкренех ут янă, вăй виçнĕ, пукан йăтнă, кĕрешнĕ, сикнĕ-чупнă, тĕрлĕ майпа тупăшнă. Унăн илемĕ, техĕмĕ те çавăнта темелле. Пирĕн уявра та çаплах пулчĕ. Июнĕн 13-мĕшĕнче уçланкăра хĕвел аничченех хаваслă сасă лăпланмарĕ. Кашни ăмăрту хăйне евĕр хаваслăх, чĕрĕлĕх çуратрĕ. Яланхи пекех ипподромра лашасем ăмăртса чупнине пăхакансем чун-чĕререн пăлханчĕç. Пĕри е тепри кăшкăрнипех "çил-çунатсем" мала тухаççĕ тейĕн. Утмăл çултан аслăрах хисеплĕ çыннăмăрсем чупма старта тăни те çамрăксемшĕн, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.
_ Ку чухне сывă та тĕреклĕ пуласси ытларах хамăртан килет. Спорт, физкультура кирек мĕнле эмеле те улăштарать. Çавăнпа та эпĕ çиччĕмĕш теçеткене капашнине пăхмасăрах куллен пилĕк çухрăмран кая мар чупатăп. Уйăхне виçĕ хутчен вара хамăн хыçа ирсерен 15 _ 20 çухрăм та хăваратăп, _ тет 800 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăна тухнă Туçари спорт ветеранĕ В. Салмин.
Альбина ЕГОРОВА.
Районта 12-мĕш хут иртекен ачасен уявĕнче те упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхкелесех тăчĕ. Апла пулин те Культура çулталăкне халалласа "Илем тĕнчене çăлать" ятпа иртекен савăнăçлă мероприятие пăсаймарĕ: вĕренекенсен пултарулăхне кăтартакан хăш-пĕр курава йĕркелеме çеç май пулмарĕ.
Ачасемпе пĕрле савăнăçа пайлама район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов хутшăнчĕç. Николай Иванович пурне те чи вăрăм каникул пуçланнă ятпа саламларĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ачасене тарăн та çирĕп пĕлỹ парассишĕн, хăтлă шкулсенче вĕрентессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Акă, пĕлтĕр Тутар Сăкăтĕнче 200 вĕренекен вырнаçмалăх шкул тата ача сачĕ хута кайрĕ. Кăçал Çĕнĕ Ахпỹртре 140 вырăнлă пĕлỹ çурчĕн никĕсне яма палăртнă. Турханти вĕрентỹ учреждени çумне хушма çурт тăвĕç. 9 шкула 7 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Кзыл Камышри пуçламăш шкул-сада ялăн компактлă стройкин программипе килĕшỹллĕн çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
2013 çулта пĕтĕмĕшле вĕрентĕве модернизацилес тĕлĕшпе компьютерсем, кĕнекесем, автобуссем туянма, столовăйсене çĕнетме, юсав ĕçĕсем ирттерме пирĕн района 31 млн тенке яхăн уйăрнă. 7 вĕрентỹ учрежденийĕнче _ Шăнкăртамри тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Хирти Пикшик, Çĕньял, Первомайски _ апат-çимĕç блокĕсене 592 пин тенкĕлĕх юсаса лайăхлатнă.
Кăçал район бюджечĕн укçи-тенкипе Татмăшри шкул-сада, Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" садике сиплĕç.
Районти вĕрентỹ системинче 504 педагог тăрăшать. Вĕсем пурте çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ парассишĕн вăй хураççĕ. Вĕренекенсем район, республика, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсене, конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, парнесене тивĕçеççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме те пĕтĕм услови пур. Ача-пăча спорт шкулĕ республикăри тĕрĕслевре иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна тухать. Кăçал йывăр атлетика тата велоспорт уйрăмĕсене Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди валли Олимп резервĕсем хатĕрлемелли программăпа килĕшỹллĕн Раççей спорт министерстви 110 пин тенкĕ панă.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пĕлтĕр "Зарница Поволжья" çарпа спорт вăййинче республика чысне хỹтĕлерĕç, тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕç.
Çулленех район "Çулталăк учителĕ" конкурс ирттерет. Унта педагогсен пултарулăхне, пĕлĕвне хаклаççĕ. Кăçал çак хисеплĕ ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Майрина çĕнсе илчĕ. Республикăра вăл чи вăйлă 5 учитель шутне кĕчĕ. Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Р. Азизова воспитательница вара "Çулталăк воспитателĕ" пулса тăчĕ.
Пултаруллă ачасене малалла тата лайăхрах ăс пухма хавхалантарас тĕллевпе кашни вĕренỹ çулĕнче 5 вĕренекене район администраци пуçлăхĕн стипендине парасси йăлана кĕнĕ. 2001 çултанпа сумлă укçана 70ĕн тивĕçнĕ.
Республика Пуçлăхĕн стипендине илекенсем те йышлă. Кăçал ăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи мал ĕмĕтлĕ 24 çамрăка панă.
Каникулта та шкулсем пушă тăмаççĕ. 17 пĕлỹ çуртĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йĕркеленĕ. Икĕ сменăра 1000 яхăн ача кунта çỹрĕ. 110 вĕренекен хула тулашĕнчи лагерьсене кайма кăмăл тунă. Халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центр урлă сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак, нумай ачаллă, сахал тупăшлă, йывăр лару-тăрăва лекнĕ 47 ача тỹлевсĕр канать.
Уяв парнесĕр иртмест. Олимпиадăсенче, конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисене тата вĕсене вĕрентекенсене Н. Глухов Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.
Чыслав мероприятийĕ вĕçленнĕ хыççăн сцена çине çамрăк артистсем хăпарчĕç. Патăрьел тăрăхĕнче чăннипех те маттур та пултаруллă ачасем çитĕннине кашнийĕ курса ĕненчĕ. Юрлама тухаççĕ те _ сассисем шăпчăкăнни евĕр янăраççĕ. Ташлакансен урисем çĕре перĕнмеççĕ. Куракансем чăваш, тутар, вырăс юрри-ташшине тăвăллăн алă çупса пахаларĕç.
Концерт пынă вăхăтрах Туçари вăтам шкулти çамрăк космонавтсен кружокне çỹрекенсем çанталăк ăмăр тăнине пăхмасăр хăйсем ăсталанă хут çĕленсене вĕçтерчĕç. Вĕсем тỹпере ăмăрт кайăксем пекех ярăнса çỹрерĕç.
Кăнтăрла çитеспе вара "Хĕвеллĕ" уçланкă кĕрлесе çеç тăчĕ. Çитĕнекен ăру спорт ăмăртăвĕсенче хăйĕн вăйне виçрĕ: волейболла вылярĕç, кире пуканĕ, штанга йăтрĕç, кĕрешрĕç. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ача садне çỹрекенсем велосипедпа чупса тупăшрĕç. Тỹресем пĕрин кăмăлне те хăвармарĕç: пурте парнеллĕ пулчĕç. Унтан старта хĕрсемпе каччăсем тăчĕç. Çемьесемпе ăмăртасси вара питĕ кăсăклă иртрĕ. Кашнийĕ пĕр-пĕрне хавхалантарма тăрăшрĕ. Стадионтах спорт ветеранĕсем те чупса ăмăртрĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)