АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оборонăпа спорт ĕçне вăйлатмалла

26 января 2013 г.

Юлашки çулсенче йăлана кĕнĕ мероприятие çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас, çак ĕçре вĕсен хастарлăхне ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Кăçалхи уйăхлăха авиаци маршалĕ, Совет Союзĕн виçĕ хутчен Геройĕ А. И. Покрышкин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Уйăхлăха тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă йышăну кăларнă, организациллĕ комитет йышне çирĕплетнĕ. Унта тĕрлĕ отрасльсенчи яваплă çынсемпе пĕрлех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ П. Васюков, Раççей ДОСААФĕн Патăрьел районĕнчи вырăнти уйрăмĕн председателĕ Е. Алешев тата ыттисем те пур.

Çак тапхăрта шкул ачисемпе çамрăксем валли паттăрлăх урокĕсем, çарпа патриотла тата спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕрен эстафетăсемпе ăмăртусем иртĕç. Ку тĕлĕшпе районти ДОСААФ уйрăмĕ те ятарлă ĕç планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăксем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин, Афганистан, Чечен вăрçисен участникĕсемпе куçа-куçăн курса калаçĕç, пулас салтаксем тирсенче пăшал перессипе ăмăртĕç, шкул ачисем паттăр салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕпе материалĕсене хатĕрлĕç тата ытти те. “Зарница” тата “Орленок” çарпа спорт вăййи те вырăнсенче кăсăклă иртĕ.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика