АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

26 января 2013 г.

Афганистан... Çак сăмаха илтсенех чылайăшĕн чĕри пăчăртанса ыратать. Пирĕн районтан кăна унти вăрçа 150 каччă хутшăннă. Çиччĕшĕн ÿтне вара тăван кĕтесе цинк тупăка хурса илсе килнĕ. Таврăннисенчен саккăрăшĕ аманнă, виççĕшĕ ĕмĕрлĕхе сусăр юлнă.

Январĕн 24-мĕшĕнче районти “Çăкăр” музейре “Вут-çулăм витĕр тухнисем” кĕтес, çавăн пекех республикăри куçса çÿрекен “Киндукуш тăвĕнче ыталарĕ пире вăрçă” курав уçăлчĕ. Çак ятпа кунта вăрçă витĕр тухнă “афганецсем”, юнлă хиртен таврăнайман арсен тăванĕсем, музей çумĕнче йĕркеленнĕ “Çеçпĕл хунавĕсем” кружока çÿрекенсем пуçтарăнчĕç.

– Кĕтесе эпир мирлĕ пурнăçра вăрçă вутне кĕнĕ хамăр район çыннисене хисеплесе йĕркелес терĕмĕр. Хальлĕхе экспонатсем сахалтарах-ха. Анчах малашне вĕсем нумайланасса шансах тăратпăр. Пирĕн ачасем, мăнуксем Афган çинчен лайăхрах пĕлччĕр, – терĕ В. Маллина директор мероприятие пуçланă май. Унтан сăмах Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ П. Васюков сăмах илчĕ. Вăл музейра ĕçлекенсене ырă пуçару йĕркеленĕшĕн тав турĕ.

Куравпа паллашнă май “афганецсем” тепĕр хут салтак пурнăçне аса илчĕç, вĕренекенсене хăйсем пирки кĕскен каласа пачĕç, музее парнесем кÿчĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика