26 января 2013 г.
Кăрлачăн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор пĕрремĕш хут килчĕ, кашни чиркĕве çитсе ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Пур çĕрте те ăна ăшă кăмăлпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унпа пĕрлех çул çÿревре епархийĕн 3-мĕш тата 4-мĕш округĕсен благочиннăйĕсем, Первомайскинчипе Туçа чиркĕвĕсен настоятелĕсем Сергий тата Николай протоиерейсем, Шăмăршă пачăшкисем пулчĕç.
Епископ малтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа курнăçрĕ, çамрăксене тĕн воспитанийĕ парас, православи йăли-йĕркине тытса пырас ыйтусене хускатрĕ. Унтан владыка районти тĕп больница территорийĕнчи часовньăпа паллашрĕ. Николай Тинюков тĕп врач сипленме килнĕ çынсем чун канăçлăхне тупчăр тесе никĕс янă кĕлĕ çуртне кăçал тирпейлесе пĕтерсе хута яма шантарчĕ: “Тухтăрсем сывлăха сиплеççĕ, Турă – чуна. Часавай кирлех”.
Тĕрлĕ сăлтава пула юлашки вăхăтра Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕн храмне тăвасси чарăнса ларчĕ. Владыка çул çÿрев вăхăтĕнче çак ыйту тепĕр хут çивĕччĕн çĕкленчĕ, çывăх вăхăтра халăх вăйĕпе, ыр кăмăллăхĕпе чиркĕве малалла тăвасшăн.
Пĕтĕмĕшле илсен епископ районти чиркÿсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ, пурне те Çĕнĕ çулта сывлăхпа пурăнма пил пачĕ.
(Хамăр корр).