26 января 2013 г.
Наркомани – хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Хăйĕн “аллисемпе” пăтранчăк авăра сĕтĕрсе кĕрет. Вăл хушнă пек пурăнма пуçлатăн. Сире мĕн хаклă пулнă – вĕсем сирĕншĕн ют. Наркотикпа туслашрăн пулсан этем туйăмĕсем çинчен манатăр, юратма, савăнма, хурланма та пĕлместĕр. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн пурнăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăвна ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни. Самантлăх киленÿ илнĕшĕн тĕрлĕрен гепатит, ВИЧ- инфекци çакланас хăрушлăх пысăк.
“Анăç парни” ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Эсир “чĕртнĕ” чир куллен нумайрах “апат” ыйтма пуçлать, шурă порошок дозине ÿстерсех тăмалла. Çакăнпа пĕрлех сывлăх хавшани палăрма пуçлать. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан шала кĕрсе пырать.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисен характерĕ улшăннине сисет, çапах ăнланма тăрăшмасть. Час-часах йывăр вăхăта самана çине йăвантарать. Тĕпрен илсен, ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ наркотикпа туслашни пирки шутлама та пултараймасть. Уйрăмах çакă шкул хыççăн хуласене кайнисен хушшинче тĕл пулать. Вĕсем тăван килтен аякра чухне ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те “катăк” мар тесе шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн, енчен те ача хăйне урăхла тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çÿресси çине алă сулсан, сехĕрленме сăлтав пурах. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Çавăнпа çамрăксене сăнасах тăмалла. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем, сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем асăрхасан ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла.
Укçа-тенкĕсĕр наркотик туянаймăн. Чылай наркоман вара ниçта та ĕçлемест. Апла пулсан, вĕсен кĕмĕлĕ те çук. Укçасăр наркоманăн ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăма тивет: вăл ăçтан та мĕн те пулин вăрлать, çынсене пусахлать.
Табакра та сиенлĕ хутăшсем пур. Унри никотина çынна майĕпен вĕлерекен наркотик тесе йышăннă. Çак наркăмăш çамрăксемшĕн каллех хăрушă: организм никотина хăвăрт хăнăхать, анчах кайран унран хăтăлма питĕ йывăр.
Наркомание пула мĕн чухлĕ çемье арканать-ши; Тата пысăкрах инкек: упăшкипе арăмĕ те çавăнпа туслă пулсан çут тĕнчене чăлах ачасем килеççĕ. Вĕсен вара ашшĕ-амăшĕн киревсĕр йăлисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех асап курма тивет.
Çакăн пирки пурин те, уйрăмах çамрăксен, шухăшласа пăхмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тумалла.
Н. НАДИНА,