26 января 2013 г.
Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем библиотекăпа тачă çыхăнура. Ку хутĕнче вĕсем вулавăшра хăйсене мĕнле тытмалли йĕркепе паллашрĕç. А. Капитонова библиотекарь кĕнекепе мĕнле усă курмалли çинче чарăнса тăчĕ, çĕнĕ литературăпа, чăваш çыравçисемпе паллаштарчĕ. Ачасем те парăмра юлмарĕç, сăвăсем вуларĕç, конкурса хутшăнчĕç.
М. Ярусова вĕрентекен А. Пушкин пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ачасене уйрăмах унăн “Ылтăн автан çинчен хывнă юмахĕ” кăмăлĕсене кайрĕ.
Вĕренекенсене вулавăшра килĕшрĕ. Вĕсем кунта тăтăш килсе çÿреме пулчĕç.
А. АРЛАНОВ.