26 января 2013 г.
Алманчăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни кăсăклă иртрĕ. Çитĕнекен ăру хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пур ача та конкурссене хутшăнччăр тесе тĕрлĕ мероприяти хатĕрлерĕç. 6-8 классенче вĕренекенсем вырăсларан текст куçарчĕç. Анна Генералова (8кл.), Алексей Петровпа Аида Сироткина (7 кл.), Анастасия Быкова (6кл.) чи ăстисем пулчĕç.
7 класс ачисем хушшинче КВН иртрĕ. “Чăваш ачисемпе” “Чĕвĕлти чĕкеç” командăсем хăйсем анлă тавракурăмлă пулнине кăтартса пачĕç. 6 класра вĕренекенсем “Чи лайăх чĕлхеçĕ” конкурсра тупăшрĕç. Анастасия Быкована çитекенни пĕри те пулмарĕ.
Эрнене тутар ачисем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем те чăваш чĕлхине пĕлнине кăтартса пачĕç. Конкурссене хутшăнса тĕрлĕ ĕç пурнăçласа тавракурăмне пуянлатрĕç. Илюза Галлямова (6 кл.), Айсылу Шафигуллина (6 кл.), Диля Вахитова (5кл.) пуринчен те матур пулчĕç.
Хамăр ентеш, Алманчăра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Яковлевич Тенюшев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа 9-11 класра вĕренекенсем мероприяти хатĕрлерĕç.
А. НИКИТИНА.