26 января 2013 г.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, чĕр чунтан – çынна, çынран чĕр чуна куçакан чирсен шучĕ 150-ран та иртет. Çак йыша Çĕпĕр шыççине, бруцеллеза, туберкулеза, урнă чире, ящура, лептоспироза, трипаносомоза, эхинококкоза, дифиллоботриоза тата ыттине те кĕртеççĕ. Иртнĕ çул Чăваш енре те сывлăхшăн хăрушă пĕр мура тупса палăртнă.
Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пÿрене юн кайнă тĕслĕхе (гемаррологическая лихорадка с почечным синдромом) август уйăхĕнче кăна 10 хутчен шута илнĕ. Халăхра “шăши юнлă чир” ятпа пĕлекен амака хирте утă хатĕрленĕ, дачăра е гаражра ĕçленĕ, кăмака е мунча тунă, нÿхрепе тасатнă чухне çаклатни паллă. Кăмпа-çырла пуçтарма, пулă тытма кайсан та ертме май пуррине тĕпчесе пĕлнĕ. Вăрнар районĕнчи – Кÿстÿмĕр, Комсомольскинчи – Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕмĕрлери – Пĕнер ялĕсенче тата Етĕрне районĕнче пурăнакансем пÿрене юн кайнипе аптăранă. Çак тапхăртах Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче те чир хăйĕн пирки аса илтернĕ.
Октябрьте Вăрнарти – Урнар, Çĕрпÿри – Янсакасси, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре тата Хурăнлăхра шар куракансем пулнă. Ноябрьте вара асăннă амакпа 16-ăн нушаланнă. Ку инфекцие 11 уйăхра пĕтĕмпе 67 хутчен шута илнĕ.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ Н. Емельянова каланă тăрăх, чире саракансем – шăшисемпе йĕке хÿресем. Вĕсене вăл сывлав çулĕсем урлă, пыйтăран е сăвăсран куçать. Кăшлакан чĕр чунсем ăна çăмăллăн чăтса ирттереççĕ, анчах каяшĕсенче тата шăкĕсенче вирус тăрса юлать. Вĕсем вараланă вырăнти тусана сывланипех çын чирлесе кайма пултарать. Шăши кăшланă апат-çимĕçе – купăстана, кишĕре – вĕрилентермесĕр усă курни те сывлăхшăн сиенлĕ. Çавăн пекех паразит хурт-кăпшанкă та этемшĕн хăрушлăх кăларать.
Инфекци çынран çынна куçмасть. Хĕллехи вăхăтра вирус “тĕлĕрет”. Май уйăхĕн вĕçĕнче вăл сарăлма пуçлать, июнь-июль уйăхĕсенче асăрханулăха ÿстермелле.
Пÿрене юн кайнине тÿрех пĕлме май çук. Малтанласа температура хăпарса каять, ăна 10-12 кун нимĕнпе те чакарма май килмест. Пуç хытă ыратать, ыйхă çĕтет, тĕртĕмсем (мышцăсем) канăçсăрлантараççĕ. 3-4 кунсенче çын сывлăхĕ палăрмаллах хавшать. Хăсать, тĕлли-паллисĕр калаçма пултарать, куç çивĕчлĕхĕ чакать, чĕре ĕçĕ пăсăлать, сывлăш пÿлĕннĕ пек. Çăварти лăймака сий – типĕ, чĕлхе çинче хăмăр паллăсем тапса тухаççĕ. Хырăм карăннă пек, ыратать, юнлă хăстарать. Пилĕк тата ăш вăйлă асаплантарни, шăк сахал тухма пуçлани те – чир паллисем. Çак тапхăрта ытти органсем те нушаланаççĕ.
Икĕ эрнерен ыратни иртме пуçлать. Чирлекен çиме тата çывăрма пуçлать, çапах та ĕçес килет, çăварта типĕ.
Инфекци этем сывлăхĕшĕн чăннипех те хăрушлăх кăларать. Профилактика мелĕсем çук тесен те юрать. Пÿрене юн кайнипе нушаланаканăн стационартах сипленмелле. Кун хыççăн тухтăр тата çулталăк сăнаса тăрать.
Чиртен сыхланас тесен шăши-йĕке хÿрене хирĕç кĕрешмелле тата гигиенăна пăхăнмалла.
Н. ВАСИЛЬЕВА,
ЧР Россельхознадзор пай пуçлăхĕ.