24 июня 2014 г.
КĔНЕКЕ яланах чи лайăх та хаклă парне шутланнă. Компьютер ĕмĕ-рĕнче унăн пĕлтерĕшĕ чакрĕ пулин те "чун апатне" малти вырăна хуракансем нумай-ха. Çак кунсенче, акă, пирĕн хисеплĕ ветеран, Кивĕ Катек чăвашĕ Виталий Владимирович Владимиров районти тĕп библиотекăна хăйĕн черетлĕ çĕнĕ кĕнекине парнеленĕ. Нумай пулмасть кун çути курнă "Ватă асатте" сăвăсен кĕнекине вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче сентернеренпе 70 çул çитессине халалланă.
Сăмах май каласан, иккĕмĕш рангри капитанăн ку таранччен 36 кĕнеки пичетленсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшне вулавăшра алла илме май пур. Творчествăри пултарулăхне кура Виталий Владимирович А. Талвир ячĕллĕ премие те илме тивĕçнĕ. Хаçат тусĕ паянхи кунчченех районти "Авангард" хаçатпа та çыхăну тытать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)