24 июня 2014 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çи-рĕм иккĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи чылай ыйту ку е вăл саккуна улшăну е хушăм кĕртессипе, республикăннине федерациннипе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Кун йĕркине çирĕплетиччен Юрий Попов спикер депутатсене, чĕннĕ хăнасене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Чăваш парламенчĕ тулли правапа ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа тепĕр хут ăшшăн саламланă, малашне те пĕрлехи вăйпа пĕр тĕллевпе ĕçлеме ырă суннă.
РФ Конституцийĕн "Раççей Федерацийĕн Федераци пухăвĕн Федераци Канашĕ çинчен" саккунне мĕншĕн улшăнусем кĕртме тивнин сăлтавне ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ăнлантарнă.
Николай Владимирович саккун проектне юридици вăйĕ пани Раççей Федерацийĕн тата унăн субъек-чĕсен саккунлă интересĕсемпе полномочийĕсем тума пулăшнине палăртнă. Ку вара Федераци Канашĕн ĕç-хĕлне Раççей Федерацийĕн Конституци органĕ пек йĕркелеме пулăшĕ. Çакăн пек ăнлантару ыйту тавраш çуратман, пурте уншăн сасăланă. Депутатсен ушкăнĕ сĕннĕ "Чăваш Республикин Конституцийĕн 7-мĕш пайне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ те малтанхин шутĕнченех пулчĕ. Ăна харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç.
Виççĕмĕш ыйту тавра сахал мар тавлашрĕç. Сăмах _ автотранспортран илекен налук шайне ỹстересси пирки. Пĕрисен шухăшĕпе ку çул-йĕр пахалăхне ỹстерĕ, ăна юсама укçа-тенкĕ пухма май килĕ. Иккĕмĕшсем ку ăнлантарăва йышăнмарĕç: "Пуян çыншăн вăл темех мар пулĕ, анчах автомобилистсен йышăнчĕ вăтам пурнакан çын ытларах. Ку вĕсене, кашни тенкине шутлакансене, пырса тивет".
Статья проектне пур енлĕн сỹтсе явнă хыççăн депутатсем тỹрлетỹ таблици пулманран, пĕрремĕш вулавпа кăна йышăннă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)