АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх нихăçан та асран тухмасть

24 июня 2014 г.

Июлĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса килни 73 çул çитрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 8377 çын тухса кайнă. Вĕсенчен ултă пин салтак йывăр сурансене пула яланлăхах куçĕсене хупнă, 2877шĕ вара хыпарсăр çухалнă.

Вăрçăран таврăннă ветерансен йышĕ те çулсеренех сайралса пырать. Паян пирĕн районта утмăла яхăн паттăр çеç пурăнать. Участникĕсене, тыл хастарĕсемпе салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсенчен пĕри _ хисеплĕ çыннăмăрсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Ку тĕлĕшпе йышăннă ятарлă программăна пурнăçа кĕртсе пирĕн районта пурăнакан 388 вăрçă ветеранĕпе вĕсен çемйи çурт-йĕрне çĕнетнĕ. Тепĕр 16 гражданин вара çак тĕллевпе черетре тăрать. Районти социаллă службăпа сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ те çак ушкăнти ватăсене кирлĕ пулăшусемпе тивĕçтерет.

Вăрçă участникĕсемпе шкулсенче тăтăшах тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсен аса илĕвĕсене çырса пыраççĕ, музейсем валли материалсем хатĕрлеççĕ тата ытти те. Патăрьелсем хăйсен паттăрĕсемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ: Анат Туçари Совет Союзĕн Геройĕ П. Кузнецов, Сăкăтри П. Кариков разведчик, Патăрьелĕнчи А. Табаковпа Шăнкăртамри Б. Тухфетуллов Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем тата ытти паттăр салтаксем пирки район халăхĕ лайăх пĕлет.

Июнĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи палăк умне пуçтарăннă ĕç коллективĕсен представителĕсем, уйрăм çынсем пирĕн çутă пурнăçшăн тăрăшса пуç хунисене чыс тума митинга пуçтарăннă.

_ Çав синкерлĕ куна эпир нихăçан та манмастпăр. Çĕр-шывшăн йывăр çулсенче пирĕн малашнехи мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирне выртса юлнă паттăрсене, тылра ырми-канми тăрăшнă хастарсене яланах асра тытатпăр,_ тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов митинга хутшăннисемпе ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлне хунă май.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика