АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем _ аслă куравра

24 июня 2014 г.

 Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта "Контур" суту-илỹпе курав комплексĕнче "Регионсем _ вĕçĕмсĕр килĕштерсе ĕçлесси" курав уçăлчĕ. Республика кунĕ умĕн йĕркеленĕ çирĕм пĕрремĕш хут иртекен мероприятине хальхинче те Патăрьелсем хастар хутшăннă. Пысăк форума Культура çулталăкне халалланă пирки делегатсем хушшинче районти культура ĕçченĕсем те пулнă.

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем В. Никитинпа В. Фролов, районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Л. Ситова курава хутшăннисене чылай хаваслăх кỹнĕ. Делегацие район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пынă.

Курава Патăрьелсем пушă алăпа кайман. Район пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, аталанăвĕпе çитĕнĕвне кăтартакан пуян стендсемпе презентаци, видеоролик, кашни отрасльпе хатĕрленĕ ятарлă баннер, район историйĕ, паллă та хисеплĕ хастарĕсем пирки хатĕрленĕ ятарлă буклетсем кураканшăн пуян материал пулнă. Куравра промышленноç, строительство, ял хуçалăх, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренỹ отраслĕсен, финанс тытăмĕсен, патшалăх, муниципалитет органĕсен, ют çĕр-шыв представителĕсем производство суту-илỹ çыхăнăвĕ йĕркелес тĕлĕшпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Тавар сутассипе, продукци туса кăларассипе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе яваççĕ. Чи кирли те пĕлтерĕшли _ кунтах халăха кирлĕ килĕшỹсем тума пултарни.

_ Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн тĕп хулинче çакнашкал курав йĕркелени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта ытти районсенчен, республикăсенчен, Мускав хулипе облаçĕнчен, Удмурт ентен, Мари Элтан, Самартан, Калининградран, Санкт-Петурбургран тата ытти хуласенчен илсе килнĕ экспонатсемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Хамăр республикăран та курава йышлăн хутшăннă, пурте пирĕн пекех муниципалитет ĕçне туллин çутатакан материалсем хатĕрленĕ. Тĕлĕнмелли те, ăша илмелли те куравра пайтах пулчĕ, _ паллаштарчĕ çул-çỹревпе район администрацийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Г. Леонтьева.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика