24 июня 2014 г.
"Раççей регионĕсем _ ăнăçлă аталану" VII экономика форумне республикăри чи лайăх ял хуçалăх ертỹçисене чĕннĕ. Вĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕр ĕçне биологи тытăмне кĕртессин опычĕпе малашлăхĕ" çавра сĕтеле хутшăннă. Хыççăнах "Агро-100" презентаци иртнĕ. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, "Агро-Инновацисем" ХУП директорĕ Николай Васильев хутшăннă.
"Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвне 9 çул пĕтĕмлетет. Мониторинга ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕпе Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ хатĕрленĕ меслетпе ирттерет. Хуçалăхсен экономика-финанс кăтартăвне, усă куракан кашни 100 гектар лаптăк тăрăх шутласа туса илнĕ продукци калăпăшне, шалу ỹсĕмне, çĕрпе тухăçлă усă курнине, ыттине те шута илеççĕ.
2013 çулхи кăтартусем тăрăх çĕнтерỹçĕсем паллă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем унчченхисемех. Вырăнсемпе çеç кăштах улшăннă. "Авангард" обществăн унчченхи çул та мала тухнă "Çĕрпỹ беконĕ" филиалĕ (ертỹçи _ Николай Курчаткин) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Малалли вырăнсене Комсомольски районĕнчи "Çĕр улмине мухтав" агрофирма (ертỹçи _ Хасиятулла Идиатуллин), Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (ертỹçи _ Николай Аливанов) çĕнсе илнĕ.
Районсем тăрăх илсен кăтарту çапларах. Малта _ Елчĕк, Комсомольски, Етĕрне, Шупашкар, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш енсем (15-рен пуçласа 7 хуçалăх таран). Шел, Улатăр, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен "Агро-100" клуба пĕр ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ те кĕреймен.
Сергей Павлов та, Николай Васильев та рейтинг ирттернин пĕлтерĕшне пысăк хак панă. Вăл ытти хуçалăха хастарлăх хушма хавхалантарать, экономика-финанс ыйтăвне лайăхлатма пулăшать.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)