24 июня 2014 г.
Республикăра иртекен "Манăн пĕчĕк çĕр-шыв" туристпа краеведени слетĕнчен районти географи учителĕсем 5-мĕш хут çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Кăçал ăна Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăтам шкулта ирттернĕ.
Мероприятие йĕркелекенсем педагогсене Б. Гузовской вăрманçă ученăй музейĕпе паллаштарчĕç, çавăн пекех республикăри чи ватă, 475 çулти юмана тата чи çỹллĕ шыв юххине кăтартрĕç.
Слета хутшăнакансем вĕренекенсемпе канмалли кунсенче йĕркелекен поход çул-йĕрне палăртассипе презентаци хỹ-тĕлерĕç, туристсен юррисене шăрантарчĕç, çут çанталăкри материалсенчен сувенирсем хатĕрлерĕç...
Патăрьел районĕн чысне кăçал республика шайĕнче В. Башмаков (Турхан шкулĕ), Л. Карягин (Туçа), А. Кузнецова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул), С. Елкин (Сăкăт), Н. Янаслова (Первомайски), С. Кальметова (Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул), Л. Кошкина (Кивĕ Ахпỹрт), Э. Молотков (Хирти Пикшик), Н. Тихонова (Çĕньял), И. Тихонов (Пăлапуç Пашьел) учительсем хỹтĕлерĕç.
С. ЮНУСОВА, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)