28 июня 2014 г.
ÇИТЕС эрнере, июлĕн 1-мĕшĕнче, Христос тĕнне ĕненекенсем Турă Амăшĕн "Табынская" турăшĕпе хĕресне хамăр районта кĕтсе илĕç. Çул çỹрев пирĕн тăрăхра ултă кун пулĕ. Унта хутшăнакансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни прихутах (пурĕ вун çичĕ чиркỹ) çитеççĕ. Малтанхи кунхине Первомайскинче, Сителте, Пăлапуç Пашьелĕнче пулĕç. Ытти кунсенче те икшер-виçшер чиркỹре пулса кĕлĕ ирттерме палăртнă. Çул çỹреве Тури Туçара вĕçлĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)