28 июня 2014 г.
Шкул ачисем хушшинче "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене республика шайĕнче пĕтĕмлетесси иккĕмĕш хут ĕнтĕ Патăрьел çĕрĕ çинче йĕркеленет. Кăçал вăл нумай пулмасть çеç районти акатуй-сапантуй кĕрленĕ "Хĕвеллĕ" уçланкăра июнĕн 26-мĕшĕнче старт илчĕ. Ăна сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пĕрлех район тата администраци пуçлăхĕсем Михаил Петров, Николай Глухов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Асăннă вăйăра республикăри мĕн пур районпа хуласенчен килнĕ 1000 ытла ача (75 команда) вун çичĕ тĕрлĕ ăмăртура тупăшĕ, вăйлисенчен вăйлисем хушшинче хăйсен пултарулăхне тепĕр хут виçĕ. Вырсарни кун, июнĕн 29-мĕшĕнче, çамрăк армеецсен республикăри вăййине пĕтĕмлетĕç. Вăйăсем пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче çырса кăтартăпăр.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)