28 июня 2014 г.
"Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленийĕнче вăй хуракансем валли хĕлĕн-çăвăн ĕç пур. Хĕлле трассăна юртан тасатмалла, çанталăк ăшăтсан шыв-шур илесрен кĕперсене, пăрăхсене тирпейлемелле. Çулла вара кунта вăй хуракансен ытларахăшĕ вахта мелĕпе ют тăрăха командировкăна каять. Хальхи вăхăтра вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнче асфальт сарнă çĕрте тăрăшаççĕ.
Районти çулсене В. Илюткин мастер ертсе пыракан бригада пăхса тăрать. Рабочисем çул хĕрринчи çум курăксене çулса тухрĕç, иртен-çỹрен пăрахса хăварнă çỹп-çапа пуçтарчĕç. Çавăн пекех асфальт çинчи шăтăк-путăка та саплаççĕ. Паян вĕсем Алманчă енне кайнă çĕрте тăрăшаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)