28 июня 2014 г.
Структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ирттернĕ анлă ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов çак шухăша пусарсах каланă. Район пурнăçне, аталанăвне, унăн хисеплĕ те матур çыннисемпе паттă-рĕсене, пултаруллă яш-кĕрĕмне пурин те пĕлмелле. Çак хыпарсене вара район хаçатĕнче çеç тупса вулама пулать. Чăн та, хальхи çырăнтару кампанийĕнче йывăрлăхсем пур: почта хака чылай ỹстерчĕ, хăш-пĕр çĕрте почтальонсем çитмеççĕ.
Ларура кун йĕркинчи ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ. Сăмахран, çуллахи вăхăтра пушар тухасран мĕн пур майсемпе сыхланасси, вут-кăварпа пулакан инкекрен, уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче тата ытларах асăрханасси тĕп тĕллев пулмалла.
Кунтах культура ыйтăвĕсене те хускатнă. Республика кунне Патăрьелсем çулсеренех хастар хутшăнаççĕ. Кăçал кỹршĕллĕ Каçалта кĕрлекен уявра фольклор ушкăнĕсем, уйрăм артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Июлĕн 12-мĕ-шĕнче, Питравра, Çĕнĕ Ахпỹртре вара каллех тепĕр пысăк уяв _ район кунĕ _ пулĕ. Çак кунхинех Пăлапуç Пашьелсем, Каншелсем, Упамсасем ял уявне йĕркелеççĕ.
Анлă ларура ял хуçалăх ыйтăвне те хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ М. Калмыков _ районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе, уй-хирти культурăсене çум курăкран гербицид сапнипе, шăрăх çанталăкра вун пĕр хуçалăхра шăваракан агрегатсем ĕçлени пирки каласа панă.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)