АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧНК Аслă пухăвĕ Устава çĕнетрĕ

28 июня 2014 г.

 Республика кунне уявлама тĕрлĕ регионтан йăхташсем килсе çитрĕç. Çак пулăмпа усă курса Чăваш наци конгресĕ июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти наци библиотекин пысăк залĕнче хăйĕн черетсĕр съездне ирттерчĕ.

Унта ЧР культура тата вĕренỹ министрĕсем Вадим Ефимовпа Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, чăвашлăхшăн çунакан хастарсем хутшăнчĕç.

Съездра сỹтсе явмашкăн тăратнă тĕп ыйтусенчен пĕри _ Мăн Канашра пăхса тухнă устав проектне йышăнасси. Ăна улăштарни пурнăç ылмашăнса пынипе çыхăннă _ Конгресăн саманапа тан утмалла. Унсăр пуçне РФ политика тата право тытăмĕ питĕ хăвăрт улшăнса çĕнелет. Конгресс çĕр-шыв тата республика саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, тĕнче правине шута илсе ĕçлесе пырать. Чăваш халăхĕ хăй те улшăнчĕ. Ытти халăх пекех вăл тĕрлĕ енлĕ аталану çул-йĕрĕ шырать.

Делегатсен нумай шухăшне, сĕнĕвне тĕпе хурса Чăваш наци конгресĕн çĕнетнĕ уставне пĕр саслă пулса йышăнчĕç.

Аслă пуху ĕçне Патăрьел районĕн 3 çынтан тăракан делегацийĕ те хутшăннă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика