28 июня 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ирех çула тухрĕ. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăнчĕ. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне медоборудовани туянма кĕмĕл самай уйăрнă, тĕп урампа вак чул сарса çыхăнтарнă.
ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ватти-вĕттине Республика кунĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. "Эпĕ хамăн указпа республикăра 2013-2015 çулсенче модульлĕ çĕнĕ 100 ФАП хута яма йышăнтăм, _ терĕ вăл. _ Вăл графикпа килĕ-шỹллĕн пурнăçланать. Пĕлтĕр 20 пункта ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçал та çавăн чухлĕ тума палăртнă. ФАП çурчĕсене çĕклеме республика хыснинчен кĕмĕл ытларах уйăрма май килсен, тен, 2014 çулта малтан палăртнинчен нумайрах та хута ярăпăр.
Райцентрта Республика кунне савăнăçлăн паллă тунипе пĕрлех Комсомольски ялĕ çумĕнчи нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕнче "Уй кунĕ-2014" куравĕ иртрĕ. Михаил Игнатьев унта çитсе ял хуçалăх техникин çĕнĕ моделĕсемпе паллашрĕ. Комсомольскин тĕп урамне паллама çук. Вăл вун-вун тĕрлĕ тĕспе, çĕр-çĕр çыннăн савăнăçлă пит-куçĕпе, суту-илỹ тăвакан таварĕпе çиçет, ял тăрăхĕнчен уява пухăннисен калаçăвĕ-куллипе, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе кĕрлет. Республика Пуçлăхĕ уяв кĕрекине иртиччен ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан экспонатсене тиркевлĕн пăхса иртрĕ. Шупашкартан килнисем сцена çине хăпарсан Комсомольскисем çулталăк кĕтнĕ уяв пуçланчĕ.
М. Игнатьев пурне те Республика кунĕпе саламларĕ, телей, сывлăх сунчĕ. Комсомольскисем ăна хатĕрленсе республика хыснинчен уйăрнă укçана усăллă тăкакланине палăртрĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Каçал ен çыннисене чăвашла саламларĕ: "Ырă кун пултăр, хаклă туссем! Сире Республика кунĕпе саламлатăп!"
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Республика кунне çуллен райцентрсенче уявлама хатĕрленсе ялсене тирпей-илем кĕртнине пысăк хак пачĕ.
Уява тăсса М. Игнатьев ĕç хастарĕсен пĕр ушкăнне Республика Пуçлăхĕн, ЧР Министрсен Кабинечĕн, РФ Ял хуçалăх министерствин, ытти ведомствăн Хисеп хучĕсемпе наградăланине çирĕплетекен Дипломсем, тепĕр ушкăна хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме укçа уйăрассине çирĕплетекен сертификат, пурăнмалли вырăна лайăхлатма социаллă тỹлевпе тивĕçтерессине ĕнентерекен свидетельство пачĕ.
Кăнтăрла хыççăн М. Игнатьев Çĕрпỹ хулинчи "Кăнтăр-1" микрорайонта 240 вырăнлă ача сачĕ уçма хутшăнчĕ. Ăна 14 уйăхра туса пĕтернĕ. Çурта хăпартма хыснаран 115 млн тенкĕ уйăрнă. Ача сачĕн алăкĕсене хĕрлĕ хăю касса уçма ашшĕ-амăшĕ çеç мар, мăнукĕсемшĕн хĕпĕртенĕ пенсионерсем те пуçтарăннă.
Садике хута яриччен чылайăшĕн шăпăрланĕ пĕлĕве ỹстерме шкул çулне çитичченхи учреждение темиçе çул çỹреймен. Кĕтнĕ савăнăç тинех çитнĕ!
Республика Пуçлăхĕ пурне те Республика кунĕпе, Çĕрпỹре çĕнĕ садик уçăлнă ятпа саламларĕ, ашшĕ-амăшне пултаруллă та ĕçчен ăру çитĕнтерме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Кỹршĕллĕ районта Республика кунне ирттернĕ çĕре Патăрьел районĕн пысăк делегацийĕ хутшăннă.
Ю. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)