28 июня 2014 г.
"РЕГИОНСЕМ: вĕçĕ-хĕррисĕр çыхăну" куравра Чăваш Енĕн Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви IT-отрасльсен пысăк проекчĕсене, çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсене презентациленĕ. Экспозицине курса çỹренĕ май, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информаци хỹтлĕхĕн тытăмĕнчи пулăшусемпе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх порталĕнчи çĕнĕ пайсемпе паллашнă, асăннă портала "ПРОФ- IT.2014" Пĕтĕм Раççейри конкурсра лайăххи тесе палăртнă. Ача-пăча информацийĕн "Акилбупсер" программин çамрăк корреспонденчĕсем Михаил Игнатьевран пысăк мар интервью илнĕ. Куравра кăмăл тăвакансем пурте Чăваш Ен Геопорталĕ мĕнле ĕçлени пирки консультаци илнĕ, çавăн пекех "Чăваш Республики" тата "Чăваш журналистикипе пичет энциклопедийĕ" çĕнĕ кăларăмсемпе паллашнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)