АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль хăнисем _ Туçа ял тăрăхĕнче

28 июня 2014 г.

 Чăваш Енте Республика кунне халалласа çĕр-шыври тĕрлĕрен халăх историне, йăли-йĕркине кăтартакан, капăр çи-пуçне пахалама май паракан "Фолкстейшен _ Чебоксары" фестиваль иртнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ культура мероприятине Мари Элтан, Бурятинчен, Тутарстанран, Крымран, Карелинчен, Воронеж, Саратов, Ленинград облаçĕсенчен, Санкт-Петербургран, Архангельскран, Мускавран, çавăн пекех Китай тата Итали çĕр-шывĕсенчен те хутшăннă.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Тверь тата Ленинград облаçĕсенчи художество пултарулăхĕн коллективĕсем Кивĕ Ахпỹртри культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕнче пулса вырăнти халăха хăйсен юрри-кĕввисемпе савăнтарнă. Аякри хăнасене çăкăр-тăварпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин, культура çурчĕн ĕçченĕсем кĕтсе илнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ те хăйĕн матур ĕçченĕсемпе çеç мар, юрра-ташша ухата хастарĕсемпе те пуян. Хăнасене районти "Илем", "Туçа ен" "Пашьел" фольклор ансамблĕсем хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе паллаштарчĕç, янăравлă юррисемпе савăнтарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика