АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вăй _ участковăй

28 июня 2014 г.

 Ача чухнех милици сотрудникĕ мĕнле хисеплĕ пулнине, унтан епле хăранине ас тăватăп. Çылăх пулмасан та пакунлă çынна аякран курсанах сехĕрленеттĕмĕр. Вырăнти участковăй вара унчченех пуриншĕн те пысăк шанăç, йĕрке хуралçи, инкек-савăнăçа ватти-вĕттипе пайлакан пĕртен-пĕр çын пулнă. Право йĕркин сотрудникĕн миссийĕ паян та çавах. Саманине кура яваплăхĕ çеç пысăкланнă-тăр.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ял халăхĕн тăнăçлăхĕпе йĕркелĕхне участокри тăхăр уполномоченнăй сăнаса, йĕрлесе, тирпейлесе тăрать. Тивĕçĕ çинче вун тăхăр административлă участок шутланса тăрать. Çавăнпа та хăшĕсен икшер ял тăрăхĕпе те ĕçлеме тивет. Çак яваплă пайрах административлă надзор тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен виçĕ инспектор тăрăшаççĕ.

Полицин участокри уполномоченнăйĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ граждансен çырăвĕсемпе ыйтăвĕсене татса парасси. Ку таранччен вĕсен алли витĕр 1483 çыру тухнă, 82-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă. Районĕпе 128 преступление шута илнĕ, хура ĕçсен 95,7 процентне уçса панă. Пурĕ 874 гражданина административлă майпа айăпланă. Ытларах пайĕ _ алкоголе хирĕçле саккунлăха пăсни. РФ КоАПăн 20.20, 20.21, 20.22 статйисемпе 502 протокол çырнă. Çемьери харкашусем пирки 114 ĕçе тĕпчеме, тирпейлеме тивнĕ. Пĕчĕк хулиганла ĕçсем те сахал мар.

Кирек мĕнле ĕç коллективĕнче те пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен çеç çитĕнỹ, ăнăçу пулать. Çавăнпа та участковăйсем çулталăк тăршшĕпех вырăнти халăхпа тĕрлĕ майпа тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Кун валли вĕсем ятарлă график çирĕплетнĕ. Кашни ялти халăхпа тĕл пулусем ирттерни, граждансен шухăш-кăмăлне пĕлни районти оперативлă лару-тăрăва пĕр шайра тытса тăма май парать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика