АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкакан вакка чçмма ăеă мар, таптанма та пултарать

28 июня 2014 г.

Район центрĕнче çул çинче çуран пыракансене тепĕр енне каçма паллă туса панă йăрăм-йăрăмлă каçăмсем сахал мар. Вĕсенчен чи пысăкки Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи темелле. Темиçе çул каялла кунта хăрушлăха сирес тĕллевпе светофор та лартрĕç. Ирхи кỹлĕм е тăхтавсем вăхăтĕнче, уроксем хыççăн кунта татти-сыпписĕр ача утать. Тепĕр чухне вара кунта хĕрỹ участок иккенне пăхмасăрах автомашинăсем пĕр чарăнмасăр иртсе кайни те, ачасене каçарса яманни те тĕл пулать. Васкаççĕ, хыпаланаççĕ курăнать. Никама курмасăр çил пек хăваласа иртсе каяççĕ. Пĕр-икĕ минут маларах тапса сикнипе нумай ĕç тăваççĕ-ши апăршасем? Çул хĕрринче тăракан ача вара водитель йĕркене пăхăнмаллине, ăна малтан каçарса ямаллине пĕлсе тăрса пĕр шиксĕрех çул çине тухма пултарать. Йĕрки çирĕп пулсан та руль умне ларнăскерĕн шухăшне витĕр пĕлме çук-çке. Айăплă водителĕн "зебрăпа" çынна ирттерсе яманшăн вара 1,5 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Е тата чылай чухне çынсене юраман вырăнтан чупса каçнине асăрхама пулать. Автомашина сăмса айне çитнĕпе пĕрех, вăл вара теветкеленсе леш еннелле ыткăнать. Водитель автомашина хăвăртлăхне чакарса ĕлкĕреймесен каллех нимĕн те мар кустăрма айне кĕрсе кайĕ. Инкек тени çапла йăтăнса анать те ĕнтĕ вăл. Çуран çỹрекенсене каçса çỹремелли ятарлă паллăллă вырăнĕ вара аякра та мар, 10 _ 15 метрта çеç темелле.

Районти ГИБДД начальникĕ А. Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кашни уйăхрах районта çул çинче пулакан аварисен шутне чакарас, çуран çỹрекенсемпе водительсен çул-йĕр культурине хăнăхтарас тĕллевпе "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Вырăнти лару-тăрăва кура хăш-пĕр чухне ăна уйăхне икĕ хутчен те йĕркелеççĕ. Пакунлисем час-часах "чан" çапса тăнин, çине-çинех профилактика ирттернин усси пурах.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика