28 июня 2014 г.
Уголовлă ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекцинче тĕрлĕрен сăлтавпа айăплава çакланнисем шутра тăраççĕ. Вĕсем хушшинче çулĕпе шултăраланнисем те, çамрăккисем те, ача амăшĕсем те пур. Хура списокрисен йышĕ ялан пĕр пек тăмасть: чакать тата нумайланса каять. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕрен сăлтавпа преступлени тунă 72 гражданин шутра тăрать. Ĕç пуçарнисем хушшинче _ ача амăшĕсем тăваттăн. Вĕсен айăплавĕсем те тĕрлĕрен: вырăнтах ĕçлесе юсанаканнисем те, ирĕкрен хăтарнисем те пур. Çав вăхăтрах преступлени тунă çынна суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн килти условисенче вăл мĕн ĕçленине, вăхăтне мĕнле ирттернине пăхса тăмалли меслетпе те ĕçлеççĕ. Электронлă браслетпа çỹрекенсем хальхи вăхăтра пирĕн районта улттăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)