АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çул юппинче. Ăçталла утмалла?

28 июня 2014 г.

 Çул çитмен ача преступлени туни пурне те пăшăрхантарать: ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене те... Анчах та 12-13 е унтан кăшт аслăрах ачасем тăруках усал çул çине тухаççĕ-ши? Çук, паллах. Вăхăтĕнче, çул юппине çитсе тăнă чухне, аслисем асăрхаман, тимлĕх сахал уйăрнă, кирлĕ сĕнỹ-канаш паман. Çавăнпа та вĕсем ăçталла утмаллине хăйсем суйласа илнĕ: сылтăмалла кайсан - ăслă пулан, сулахаялла утсан _ мăшкăл куран...

Çакнашкал пăтăрмахшăн вара кам айăплă-ши? Ман шутпа, çылăха шырама çĕр çухрăма тухса каймалла мар. Чăн малтанах чун парнеленĕ ашшĕ-амăшĕ айăплă. Ача сак урлă выртнă чухнех çемьере кирлĕ пек воспитани илейменрен çăмăл та ансат пурнăç шырама хăтланать: вăрă çулĕ çине тăрать, ирĕклĕ пурăнма тăрăшать, киле кая юлса таврăнать... Унăн "çимĕçĕ" пулса çитсен вара, аптрие михĕре пытарайман пекех, ниçта та хураймăн.

Хальхи вăхăтра та пирĕн патăрта ачисене сиенлĕ витĕм паракан 40 ашшĕ-амăшĕ шутра. Вĕсенчен иккĕшне нумай пулмасть ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарма тиврĕ. Тепĕр виçĕ ашшĕ-амăшĕн те çывăх вăхăтрах пепкисемпе сыв пуллашма тивĕ. Эрех-сăра ăшне путнă, ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнă çемьесем пирки хутсене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен суд сакки çине лармах тивĕ.

Йĕрке хуралĕнче шута илнĕ йывăр çемьесемпе, преступлени тунă çул çитмен ачасемпе çыхăнăва татмастпăр. Райадминистрацин опека пайĕпе çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсемпе тăтăшах пĕрлехи рейдсем тăватпăр, килсене çỹретпĕр, шкулсенче калаçусем йĕркелетпĕр, йывăр ачасемпе уйрăммăн та калаçатпăр. Урăхла каласан, профилактика мероприятийĕсене ирттерсех тăратпăр. Нумай пулмасть çеç районта "Условник" операци иртрĕ. Судпа айăпланнă икĕ ачана çак тапхăрта сăнасах тăтăмăр. Çывăх вăхăтра тата "Подросток" операци пулмалла. Ăна ачасем çуллахи каникулта преступлени ан туччăр, вăхăчĕсене усăллă та тирпейлĕ ирттерччĕр тесе йĕркелеççĕ. Хальхинче те вăл виçĕ тапхăрпа иртмелле. Çавăнпа та кану лагерĕсенчи вĕренекенсен пурнăçне çу каçипех сăнаса тăрăпăр.

Сăмах май каласан, кăçалхи пилĕк уйăхра çул çитмен ачасем преступлени тунипе çыхăннă виçĕ ĕçе шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ _ шкул ачи, пĕри Патăрьелĕнчи техникумра пĕлỹ илет. Хура ĕçсем пурте ют çыннăн япалине вăрланипе çыхăннă.

Асăннă тапхăрта çул çитмен 17 ача ячĕпе административлă протокол çырнă. Вĕсенчен вун иккĕшĕ _ общество вырăнĕсенче ỹсĕр пулнăшăн.

В. КУЗНЕЦОВА, район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика