АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Салтаксем" çумăртан хăрамаççĕ

02 июля 2014 г.

 Шăнкăртам вăрманĕнчи аслă пыллăхра иккĕмĕш çул умлă-хыçлах республикăри çарпа спорт вăййисем иртни пуринчен ытла Патăрьелсене пăшăрхантарчĕ-тĕр _ мĕн пур условийĕ вĕсенчен килмелле пек туйăнать-çке. Ытти енĕпе "Зарница" тата "Орленок" вăййа хутшăнакансенчен хурласа калаçнине илтме пулмарĕ. Анчах та аслă Пỹлĕхĕмĕртен килекен çанталăк юнтармăшне юлашки кунсенче вырăнти спортсменсем те парăнтарма пултараймарĕç. Апла пулин те республикăран пуçтарăннă 73 чи лайăх командăри çамрăк "салтаксем" уçланкăра июнĕн 29-мĕшĕччен çумăра парăнтарса пĕр-пĕринпе ăмăртма хатĕрччĕ. Анчах йĕпе çанталăкра ачасем шăнса пăсăласран вăйăсене маларах, шăмат кун, вăхăтсăр пĕтĕмлетме тиврĕ.

Уçланкăра палаткăсен хулинче эрне кун пултăм. Ун чухне те сарă хĕвелĕ ачасен кăмăлне уçсах каймарĕ пулин те спортсменсем пĕри те пуçа усманни сисĕнчĕ. Кăнтăрлахи апатченех командăсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе штаб умĕнчи чупу йĕрĕ çине старта тăчĕç. Хĕр ачасем 1600, арçын ачасем 2400 метра хыçа хăварчĕç. Кĕвĕ-çемĕпе кĕрлесе тăракан уçланкăра ăмăртăва хумханса сăнакансен сассисем те уççăнах илтĕнмеççĕ. Командăна ертсе пыракан учительсем пăлханнине пытараймасăр унталла та кунталла утаççĕ. Лару-тăру олимпиадăри пекех туйăнать. Акă, пĕр каччă хăйĕн çине хĕрес хывса илчĕ те ыттисемпе пĕрле стартран тапса сикрĕ. Ку Елчĕк ачи иккен. Çăмăл атлетикăпа вĕсем кăçал тата ытларах хатĕрленни сисĕнет. "Çук, паян эпир вĕсене илейместпĕр..." _ шăкăл-шăкăл калаçса тăраççĕ Муркаш районĕнчен виçĕ команда илсе килме пултарнă ертỹçĕсем. Сăмах май каласан, аякри тăвансем Патăрьелсен çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут иккен. Пирĕн халăхпа унăн ĕçченлĕхне те хак пама ĕлкĕрнĕ: "Питĕ пуян та тарават, çĕнтереймесен те ăмăртăва хутшăннăшăн савăнатпăр",_ кăмăлне пытараймарĕ Муркашри вăтам шкултан "Орленок" командăна ерсе килнĕ Юрий Иванов. Ку тĕлĕшпе Канаш районĕнчи Янкăлчри вăтам шкултан çитнĕ кадетсен ушкăнĕн ертỹçи С. Васильева та хăйĕн шухăшне пытараймарĕ: "Виличчен те килсе курас çукчĕ". "Салтаксем" валли пĕçернĕ çăмах яшкине те тутантарчĕ _ килте ун пек сĕтеклĕ пиçеес те çук!

Иккĕмĕш кунхинех çамрăк армеецсем Патăрьелĕнчи ФСКра ишессипе, шывра путакана çăлассипе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Ун чухнех алă вăйĕпе пĕр-пĕрне меслетлесе çĕклесе çапассипе тỹпелешрĕç, пушăрах вăхăтра футболла, волейболла вылярĕç, хăшĕсем ыранхи куна хатĕрленсе тренировкăсем турĕç. Палаткăсем умĕнче çурма саспа юрласа ларакансем те, автомата хăвăртрах сỹтсе пуçтаракансем те тупăнчĕç...

Пилĕк кун хушшинче пин ытла спортсмен вун çичĕ тĕрлĕ тупăшура хăйсен вăйĕпе ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Иртнĕ çулхи пекех вйăсенче "Зарница" тата "Орленок" командăсемпе юнашарах республикăри техникумра вĕренекенсен, çарпа патриот клубĕсен, кадетсен ушкăнĕсем те хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Кăçал пирĕн район чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командисем хỹтĕлерĕç. Вĕсем иккĕн тан: аслисем "Зарница", кĕçĕннисем "Орленок" командăсенче.

_ Çĕнтерỹ ялавĕ пирĕнтех пулмалла. Ку таранччен эпир пур енĕпе те малтисем пыратпăр-ха _ теорипе те, пăшала сỹтсе пуçтарассипе те, чăрмавсене парăнтаса чупассипе те, стройпа утассипе те... _ кăмăллăн калаçать ачасене амăш вырăнне хăй çумне пăчăртаса шкул директорĕн çумĕ И. Терентьева. Сăмаха иккĕллĕ тумарĕç Патăрьелсем. Г. Мухутдинова ăста командир ертсе пыракан "Орленок" (ертỹçи Ю. Васюткин) вăййа хутшăнакансем республикăри 23 команда хушшинче чи вăйлисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Июлĕн 14 _ 18-мĕшĕсенче вĕсен республика чысне Тулăра хỹтĕлемелле пулĕ. Кĕçĕннисем те кăтартуллисем хушшинчех _ иккĕмĕш вырăнта. Район чысне хỹтĕленĕ тепĕр команда та (Патăрьелĕнчи агротехникум "салтакĕсем") пысăк хастарлăх кăтартрĕ, А. Адикин ертсе пыракан команда та пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика