АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экстремизмпа терроризм_ прокуратура тимлĕхĕнче

02 июля 2014 г.

Район халăхĕн тăнăç пурнăçĕшĕн, çирĕп йĕрки-шĕн право хуралĕнче тăрăшакан сотрудниксем сыхă тăраççĕ. Ку ĕçре район прокуратури те пысăк вăй пулса тăрать. Пирĕн ыйтусенчен пĕри _ виçерен тухакан ĕçсене тума чарасси, терроризма хирĕçле саккуна пăхăнасси, нацисем хушшинчи çыхăнăва тытса тăма пулăшасси. Çавăнпа та эпир право йĕркине сыхлакан, тĕрĕслекен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, общественноçпа пĕрле ĕçлеме, хамăр тăрăхри лару-тăрăва лăпкă тытса тăма тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе тăтăшах вырăнсене тухса çỹретпĕр, тĕл пулусем йĕркелетпĕр, уйрăм калаçусем ирттеретпĕр.

Республикăра та ку тĕлĕшпе тăнăç темелле. Çапах экстремистла ĕçсене явăçнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çакнашкал пулăм ытларах интернет тетелĕнче сисĕнет. Çавăнпа та интернетра халăха пăсасран, усал хыпар паракан, саккуна хирĕçле информацисем тухасран сыхланса тăтăшах çыхăну операторĕсене ятарлă специалистсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Ăс-тăн çирĕпленсе çитмен каччăсемпе хĕрсем интернет урлă темĕнле астармăшсене те явăçса кайса хăйсене пăсма пултараççĕ. Иртнĕ çулхи тĕрĕслев те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Шкул ачисем çав сайтсене çăмăллăнах кĕрсе экстремистла материалсемпе паллашнă тĕслĕхсем тупнă. Тĕрĕслев хыççăн компьютерсем çине кĕме юраман программăсем лартма исксем тăратнă, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен ячĕпе вара представленисем çырнă.

Саккунпа килĕшỹллĕн вара йĕрке хуралçисем виçерен тухакан ĕçсем тунăшăн административлă, çавăн пекех уголовлă ĕç пуçарма та пултараççĕ. Сăмахран, 2012 çулта пирĕн республикăра çак сăлтавпа çичĕ уголовлă ĕç уçнă. Пĕлтĕр вара тата ытларах _ 13 ĕç. Вĕсенчен вун пĕрĕшĕ экстремистла материалсем сарнăшăн, иккĕшĕ _ подъездсемпе картасем çине тĕрлĕрен кирлĕ мар сăмахсем çырса вараланăшăн. Ун пек тĕслĕхсем кăçал та пулнă: пилĕк уйăхра çеç сакăр уголовлă ĕç пуçарнă. Пирĕн районта ун пек тĕслĕхсем çук. Анчах та çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Киревсĕр ĕç кирек хăш вăхăтра та сиксе тухма пултарать. Пĕлтĕр, сăмахран, Шăнкăртамра Чĕмпĕрпе Пенза облаçĕнчен килнĕ палламан çынсен ушкăнĕ традициллĕ мар ислам тĕнне пропагандăлама пикеннине тытса чарнă. Вĕсем шанăçа кĕрсе ялти пĕр прихута çĕр каçма та юлнă. Çакнашкал усал шухăшлă ушкăна вăхăтра тытса чарман пулсан, нимĕн те мар халăха пăтратса та пĕтерме пултараççĕ.Çавăнпа та вырăнсенче иккĕленỹллĕ ют çынсене е ушкăнсене асăрхасан район прокуратурине е йĕрке хуралçисене пĕлтермелле.

Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика