АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ хуралçисен фестивалĕнче

02 июля 2014 г.

 Нумай пулмасть пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни 73 çул çитнине паллă турăмăр. Вăрçă ахрăмĕ çултан-çулах пирĕнтен аякка кайса пырать, апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ ỹссех пырать, хирĕç-тăрура пуç хунă паттăрсен ячĕсем те асрах упранаççĕ.

Çак кунсенче республикăри "Пограничное братство" общество организаци Куславкка хулинче "Георгий хăйăвĕ" çарпа патриотла юрăсен фестивальне ирттернĕ. Асăннă мероприятие чикĕ хуралçисем хастар хутшăннă. Вăл шутра Патăрьел район делегацийĕ те сцена çинче хăйсен пултарулăхне ыттисенчен кая мар кăтартнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Н. Тинюков, М. Харитонов, А. Быков, Н. Толстов, В. Портнов хỹтĕленĕ, кашниех диплома илме тивĕçнĕ.

Фестиваль çакăнпа çеç вĕçленмен-ха. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕ июлĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче иртмелле.

Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕн чикĕ хуралçисен ветеранĕсем те юласшăн мар: июлĕн 19-мĕшĕнче пирĕн патăрта пограничниксем спорт ăмăртăвĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика