АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя шăнкăрав хака кайса ларма та пултарать

05 июля 2014 г.

 ПУШАР хăрушлăхĕпе е йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынна пулăшассипе çы-хăннă "01" тата "112" телефон номерĕсене кашни çыннăн пĕлмелле. Анчах тепĕр чухне вĕсемпе вăйă вырăнне усă курнă тĕслĕх-сем те тĕл пулаççĕ. Сăмах май каласан, Раççейре кашни виçĕ минутра пĕр пушар сиксе тухать, тăватă минутра пĕрре вара ятарлă службăна ултавлă шăнкăрав çитет. Çакă вара шăпах пуриншĕн те хака кайса ларма пултарать. Юри "шỹтшĕн" РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекспа 1000 _ 1500 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Çынсен сывлăхĕпе çыхăннă тата хăрушăрах хыпаршăн _ взрыв пуласси, вут тĕртни _ пушшех хака ларать: икçĕр пин тенкĕрен пуçласа виçĕ çул ирĕкрен хăтарасси таранчченех. Урăхла каласан, шỹтрен пỹт тухма пултаратех. Ку таранччен пирĕн районта 15 пушара шута илнĕ, унсăр пуçне суя шăнкăравсем 16 хутчен пулнă. Вĕсенчен пĕрин ячĕпе вара йĕрке хуралçисен протокол çырса штрафламах тивнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика