05 июля 2014 г.
Пĕр вăхăтра телевизорпа реклама пыратчĕ: унта амăшĕ урама уçăлма тухакан ачине скафандр тăхăнтартать. Тăван тавралăха упрамасан малашне чăнах та çапла пулас хăрушлăх пуррине кăтартассишĕн, çынсене çут çанталăка упрама чĕнсе йĕркеленĕ ăна. Чăнах та, юлашки çулсенче нĕрсĕрленсе пыратпăр. Тирпейлĕ сысна та хăй выртакан вырăна вараламасть, теççĕ. Эпир вара хамăр пурăнакан çĕре çỹп-çаппа тултаратпăр. Аслă çултисем юхан шывра е кỹлĕре кĕпе-йĕм çунине каласан тĕлĕнмелли кăна юлать. Мĕншĕн тесен вĕсенче халь шыва кĕме те хăрушă: чир-чĕр ересрен те, урана кĕленчепе е тимĕрпе кастарасран та шикленмелле. Типĕ çырма-çатрара вара мĕн кăна выртмасть-ши! Килте мĕн кирлĕ мар _ ăна унта леçетпĕр: тăхăнман япаласенчен пуçласа çĕтĕк диван таранах. Пĕр хут усă курмалли савăтсем "ĕрчесе" кайнă хыççăн пушшех те çỹп нумайланчĕ. Лавккаран лимонад, квас, тип çу туянатпăр, анчах пластик савăчĕсене ниçта хума пĕлмелле мар. Вĕсене çут çанталăка сиенлетнипе çунтарма та юрамасть. Пăрахсан та çĕрмеççĕ.
Çут çанталăка канма кайсан та хамăр хыççăн чылай чухне тирпейлесе хăвармастпăр, кăвайтсене сỹнтерместпĕр. Пирĕн айăпа пулах вăрмансем çунаççĕ, чĕр чунсем нушаланаççĕ. Районта тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ А. Майрушкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа 47 хутчен субботник ирттернĕ. Ялсенчен хĕл каçипе пухăннă 84 тонна çỹп-çапа ятарлă вырăна ăсатнă. Çавăн пекех кирлĕ мар вырăнта ăпăр-тапăр тăкнă 16 купана ликвидациленĕ. Çут çанталăка хитрелетес тата сывлăша тасатас тĕлĕшпе 960 йывăçпа 145 тĕм лартнă. Анчах пĕрисем чунран тăрăшнине теприсем ним вырăнне те хумаççĕ. Кỹ-лĕсем хĕррипе вăй илме пуçланă çамрăк хунавсене сурăхсемпе качакасене çитерсе яраççĕ. Паян тивĕçлĕ пурăнма, кăкăр тулли сывлама несĕ-лĕмĕрсем вăрманĕсене те, юхан шывĕсене те упраса хăварнă. Пирĕнтен ачасем, мăнуксем валли мĕн тăрса юлать? Пĕр çын ĕçленине вуннăн таптасан ыррине кĕтмеллиех çук. Çавăнпа та кашнийĕн çут çанталăка упрассишĕн тăрăшмалла. Çĕр _ пирĕн тăван кил, çакна манас марччĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)