АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем пĕрле пухăнчĕç

05 июля 2014 г.

Ĕçлекен, малтисен ретĕнче пыракан çынна хавхалантарма та пĕлмелле. Çакна шута илсех ĕнтĕ районта çулленех "Пилĕк пинлисен" слечĕ иртет. Унта ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкра пĕр ĕнерен 5 пин килограмм ытла сĕт суса илнĕ дояркăсем хутшăнаççĕ. Кăçал çак пысăк хисеп урлă каçнисем 16-ăн.

Пултаруллă дояркăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори директорĕ Л. Ефимова, "Пилĕк пинлисен" клубĕн председателĕ, "Звезда" хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В. Щукина саламларĕç. Малашне те тăрăшса ĕçлеме, çитĕнỹсем тума сунчĕç. Райадминистрацин тĕп специалисчĕ В. Фролова кăçалхи 5 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕр ĕнерен сĕт суса илессипе "Батыревский" (2461 килограмм), "Исток" (2281), "Звезда" (2195), "Булинская" (2171), "Корма" (2100), "Красное знамя" (1967) хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăккине палăртрĕ.

Фермăра вăй хуракансем юрă-ташăра та маттур. Чăваш Ишекĕнчи культура çурчĕн артисчĕсемпе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç: чăвашла та, вырăла та, тутарла та. "Исток" агрофирмăра вăй хуракан В. Михеева кăçал та пушă алăпа килмен. Вера Дмитриевна ирĕклĕ чухне сăвăсем çырать. Слета хутшăнакансене хăйĕн хайлавĕсене вуласа пачĕ.

_ Çакăн пек мероприятисем ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе туслашма пулăшаççĕ, çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантараççĕ. Ырă йăлана малашне те тăсасчĕ, _ терĕ М. Калмыков.

Уявра дояркăсем асăнмалăх парнесене те тивĕçрĕç.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика