АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем те хастар хутшăннă

05 июля 2014 г.

Республикăра муниципаллă пĕрлешỹсен пуçлăхĕсен тата муниципалитет служащийĕсен кунне кашни çулах ирттересси йăлана кĕчĕ темелле. Кăçал çак мероприяти Хĕрлĕ Чутай районĕнче çĕртме уйăхĕн 27 _ 28-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта пирĕн администраци команди те (ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пынă) хастар хутшăннă.

Муниципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕсемпе служащийĕсен кунне кĕртнĕ спорт ăмăртăвĕсем тĕрлĕ енлĕ пулнă. Республикăн мĕн пур районĕнчен пуçтарăннă командăсем йывăр тиевлĕ лава алă вĕççĕн туртса куçарассипе, кире пуканне хапха урлă ывăтассипе, хутăш эстафетăра, хăйăр тултарнă миххе йăтассипе татта ытти енĕпе те тупăшнă. Кашни районтан килнĕ командăсем хушшинчи тупăшусенче хĕрỹ те çивĕч кĕрешỹ пынă. Ăмăртусенче мала тухнă командăсене тата уйрăм участниксене дипломсемпе, медальсемпе, призсемпе чысланă. Вĕсем хушшинче пирĕн район хастарĕсем те пур. Патăрьелсем уйрăмах "Пăхаттир пуçлăх" тата "Çулсам, çава, сывлăмпала" конкурссенче палăрнă. Малтанхи тупăшура Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Самарин иккĕмĕш, утă çулассипе Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Михеев тăваттăмĕш, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов вара виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Юлашки çулсенче алăпа курăк çулакана сахалтарах курма пуçларăмăр пулин те, ăмăртура Патăрьелсем татах та тĕлĕнтернĕ. Пирĕн ентеш, Çĕрпỹ район пуçлăхĕ Сергей Артамонов ку тĕлĕшпе вăрман тăрăхĕнче пурăнакан кăлавасене те парăнтарнă, ăста çулассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика