05 июля 2014 г.
Юхма тăрăхĕ яланах талантлă çынсемпе пуян пулнă. Мĕн чухлĕ паллă ăсчахсем, тухтăрсем, художниксем, поэт-писательсем çуратса ỹстернĕ вăл. Мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Вĕсен йышĕ çултан-çул ỹссе пыни те пысăк хавхалану кỹрет. Ентешсенчен чылайăшĕ тăван тăрăха манмаççĕ, çитĕнекен ăру валли хамăрăн историне хут çине çырса хăвараççĕ, асăнмалăх çĕнĕ кĕнекесем пичетлесе кăлараççĕ. Юлашки çулсенче çеç Н. Тельцовăн "Эпир _ Пашьелсем", В. Салминăн "Село: человек на гребне реформ", И. Ильинăн "Тăван ен, тăван кĕтес", В. Яковлеван "Пăла шывĕ хĕрринче", Л. Исхаковăн "Авылбыз Чишма", Д. Конновăн "Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" кĕнекисем кун çути курчĕç. Вĕсем пурте тăван ен историне, унта пурăнакан халăхăн йăли-йĕркине çутатса параççĕ.
Çак кунсенче пирĕн вулавăша тепĕр çĕнĕ "чун апачĕ" хутшăнчĕ. Çĕньял хастарĕ Мария Мадюкова "Шурă-шурă чечексем..." сăвăсен пуххине пичетлесе кăларчĕ. Нумай пулмасть унăн кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта поэзине юратакансен "Мехел" клуб членĕсем, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Асăннă клуб ертỹçи Нина Мазякова кĕнеке авторĕн кун-çулĕпе, унăн ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ĕç ветеранĕ ку тĕлĕшпе пуян опытлă. Çакна унăн архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри вуншар Хисеп грамоти, дипломсемпе тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.
Мероприятие хутшăннă юлташсем Мария Мадюкован çĕнĕ кĕнекине пысăк хак пачĕç, малашне те поэзи каçалăкĕнче сулмаклă утăмсемпе тăрăшма ырă сунчĕç.
М. ВАЗЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)