30 января 2013 г.
Çулран-çул çĕршер çамрăк Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни яш-кĕрĕме вĕренме, ĕçлеме, хастар пулма хавхалантарать. Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренÿ отличникĕсем те пур вĕсен йышĕнче. Ку хутĕнче Аня Шулаева, Энже Курякова, Дмитрий Сафронов, Чулпан Галялтдинова пултарулăхне палăртрĕç.
Аня 11 класа çÿрет. Вăл обществăлла ĕçсене яланах хастар хутшăнать, хими, обществознани предмечĕсене çăмăллăн шĕкĕлчет, наука конференцийĕсенче çулран-çул тĕрлĕ секцинче малти вырăнсене çĕнсе илет. Хĕр пушă вăхăтра юрлама юратать. “Асамат” ансамблĕн вокал солисчĕ, хăйне пысăк сцена çинче курас тĕллев тытнă. Педагогсемпе пĕрлех вĕренекенсем те унпа мухтанаççĕ.
Дима та 11 класах çÿрет. Тарăн пĕлÿ пухнипе пĕрлех матур та пултаруллă пулнипе палăрать. Шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Ăна районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенче тăтăш курма пулать. Шкул тулашĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнать. Дима хăйĕн юлташĕсенчен хастарлăхĕпе, çирĕп кăмăлĕпе, ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе уйрăлса тăрать. “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акцие тата волонтерсен юхăмне хастар хутшăнаканĕ те вăлах.
Энже 10 класра вĕренет. Сăпайлă та яваплă хĕр ача вăл. Тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнать, юрлама, ташлама юратать. Унăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк: тĕл перессипе ăна çитекен çук-ха. Волейболла, баскетболла выляс енĕпе вара район чысне хÿтĕлет. Районта, республикăра иртекен олимпиадăра пĕрре мар малти вырăнсене парăнтарнă Энже. Хĕр ача юлташĕсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче.
Чулпан 9 класс вĕренекенĕ. Вырăс тата акăлчан чĕлхисен, обществознани урокĕсене кăмăллать, вĕсене тĕплĕн вĕренсе пыма тăрăшать. Пушă вăхăт тупса юрă, ташă кружокĕсене çÿрет. Чулпан тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă хĕр ача. Çавăнпа ăна пĕрле вĕренекенсем хисеплеççĕ, юратаççĕ.
О. КАЛЛИНА.