30 января 2013 г.
Унччен пĕтĕм çĕр патшалăхăн харпăрлăхĕнче шутланнă. 1991 çултан пуçланнă реформа çĕр рынокĕнчи лару-тăрăва тĕпрен улăштарчĕ. Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн граждансемпе организацисем – харпăрçăсем, лаптăкпа ялан усă куракансем е ăна еткерлĕхпе илнисем – çĕршĕн налук тÿлеççĕ. Тÿлев виçи кадастр хаклавĕнчен килет. Ăна Россреестрăн Чăваш Енри управленийĕ республикăри налук службине пĕлтерет. Нумайăшĕ çĕрĕн кадастр хакĕ, ăна кам тата мĕнле палăртни, хак килĕшмесен улăштарма ирĕк пурри пирки пĕлсе-ăнлансах каймасть.
Куçман пурлăха (çĕр лаптăкне тата çурт-йĕре) кадастр туса хаклани налук тÿлеме кирлĕ. Унсăр пуçне кадастр патшалăх харпăрлăхĕнче шутланакан çĕре арендăланăшăн тÿлев виçине, лаптăка туянмалли хака палăртать.
1999 çулта Раççей правительстви çĕре кадастрласа хаклама йышăннă. 2000 çулта хак палăртмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Кайран çак ыйтупа татах документсем хатĕрлесе кăларнă. 2000-2005 çулсенче пĕрремĕш хут çĕрсене патшалăх кадастрĕпе хакланă.
Кадастр хакне тума ятарлă специалиста чĕнеççĕ. Вăл “Раççей Федерацийĕнче хаклав ĕçне тăвасси çинчен” саккунпа (1998 çулхи июлĕн 29-мĕшĕ, 135ÿ), куçман пурлăха хакламалли ытти документпа усă курать. Çĕре хакламалли меле хăй те палăртма пултарать. Документра объектăн хакне те палăртса хăварать. Паллах, хут çинче кăтартиччен куçман пурлăхăн хакне витĕм кÿрекен тĕрлĕ хыпар пуçтарать, çĕр рынокне тишкерет. Çапла вара кадастр хакне палăртиччен чылай ĕç туса ирттерет. Кадастр хаклавне çĕре сутас-илес тесе килĕшÿ тунă хыççăн çичĕ уйăхран кая мар пурнăçламалла.
Куçман пурлăхăн рынокри хакĕ пĕр вĕçĕм улшăнса тăрать. Саккунпа патшалăх кадастр хаклавне пилĕк çулта пĕр хутчен ирттермеле. Çакă регионсенчи ĕç тăвакан власть органĕсене патшалăх кадастр хаклавне хăйсем тĕллĕн ирттерме май парать.
Патшалăх кадастр хаклавĕн пĕтĕмлетĕвне ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетет, ăна массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтереççĕ. 2011 çулта Чăваш Енри ял-хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен хакне (113166 лаптăк) палăртса çирĕплетнĕ (ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕ, 665 ").
Нумайăшĕ куçман пурлăха хакласси пирки шухăшласах каймасть. Анчах çĕр хакĕ коммерци предприятийĕсене кăна мар, çулсерен çĕр налукĕ тÿлекен граждансене те пырса тивет.
Пурлăх налукне (пурăнмалли çурт-йĕр, хваттер тата ытти те) кадастр хакне шута илсе тÿлес ыйту уйрăмах çивĕч тăрать (унччен ăна БТИ палăртнă пек тÿленĕ). Пурлăх налукне кадастр хаклавне кура илесси çине куçас тесе республикăра капиталлă строительство объекчĕсен патшалăх кадастр хакне палăртнă (606214 объект), ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ (2012 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕ, 586 ").
Кадастр хаклавĕ çĕр хуçисене тивĕçтерменни те пулнă. Кун пек чухне ыйтăва суд урлă татса панă. Анчах унăн йĕрки-куркине тĕплĕ пĕлмесĕр патшалăх кадастр хаклавне суд урлă пăрахăçлама йывăртарах. 2010 çулта хаклав пирки саккун йышăннă хыççăн асăннă сферăра чылай улшăну пулса иртрĕ. Халĕ куçман пурлăхăн хакне судсăрах пăхса тухма пулать.
Хальхи вăхăтра кадастр хаклавĕпе килĕшмесен Россреестрăн Чăваш Енри управленине çыру çырмалла. Ятарлă комиссире çĕрĕн, çурт-йĕрĕн кадастр хакне пăхса тухма, улăштарма май пур.
Хака икĕ сăлтавпа тепĕр хут пăхса тухма пулать: кадастр хакне палăртнă чухне çĕр лаптăкĕ пирки тĕрĕс мар сведени кăтартсан е хакланă вăхăтра хакĕ рынокрипе тÿр килмесен.
Комиссие куçман пурлăхăн хуçи кăна мар, çак ыйтупа кăсăкланакансем те (граждансем, предприяти-организацисем, ĕç тăвакан власть органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем) ыйтса çырма пултараççĕ. Ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан пурлăх пирки кăна тавăç тăратма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра чылай регионта çак правăпа усă кураççĕ. Комисси ĕç-хĕлне Россреестрăн Чăваш Енри управленийĕн официаллă сайчĕн (www.to21.rosreestr.ru) “Кадастр учечĕ” пайĕнче вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех унта кадастр хакне тепĕр хут пăхса тухма мĕнле ыйтса çырмаллине те кăтартнă.
Çакна палăртмалла: 2010 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче патшалăх Россреестрăн федераци кадастр палатин Чăваш Енри филиалĕ палăртнă кадастр хакĕсене кăна тепĕр хут пăхса тухма пулать.
Хăвăр пурлăхăра мĕнле хакланине пĕлме Кадастр палатинчен справка илмелле (ăна пилĕк ĕç кунĕнче тÿлевсĕрех параççĕ) е Россреестрăн официаллă сайтĕнче вырнаçнă кадастр карттипе усă курма пултаратăр.
Комисси ĕçĕ-хĕлĕ пирки Россреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсене çак телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр: (8352) 34-68-07.
Т. АНТОНОВА,
управленин пай пуçлăхĕ.